Ăнăçусем хавхалантараççĕ

17 Июн, 2014

Шăмат кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи Çĕньялта пулнă, районăн «Акатуй» уявне хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен çитĕнĕвĕсен куравĕпе, чăваш халăхĕн йăла-йĕрке тата ал ăстисен пултарулăхĕн ярмăрккипе паллашнă. Районта пурăнакансене çур акине вĕçленĕ ятпа саламланă май Михаил Игнатьев Шупашкар районĕн экономика аталанăвĕн кăçалхи кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен пысăкраххи çинчен каланă. Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче тиесе ăсатнă таварсен калăпăшĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 12% ÿснĕ, аш-какай туса илесси - 19%, сĕт суса илесси 4% пысăкланнă. Ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем тĕш тырă культурисен лаптăкĕсене çуллен ÿстерсе пыраççĕ.

«Районăн мĕн пур территорийĕ ăнăçлă аталанать. Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем паха продукци туса илеççĕ. Шупашкар районĕн майĕсем анлă. Муниципалитетăн ылтăн фончĕ - кадрсем. Социаллă пурнăçпа экономикăна малашне те ăнăçлă аталантарас тĕллевпе шалти резервсемпе туллин усă курмалла», - тенĕ Михаил Васильевич.

Вăл ял хуçалăх бизнесне аталантарма, ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатма патшалăх малашне те пулăшса пырассине палăртнă. Калăпăр, 2014 çулта республикăн агропромышленноç комплексне патшалăх енчен кÿрекен пулăшу 2,1 млрд тенкĕпе танлашмалла. Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, физкультурăпа спорт валли бюджетран уйăрмалли тăкак обязательствисем те туллин пурнăçланаççĕ.

Шупашкар районĕнче пурăнакансене уяв ячĕпе «Раççей-2014» автоэкспедицие хутшăнакансем те саламланă. Вĕсем автомобильсемпе 40 яхăн хулана çитме палăртнă. Маршрут тăршшĕ - 20 пин км ытла, çак маршрут çĕр-шыв картти çинче «Раççей» сăмаха сăнарламалла. Туризма пропагандăлакан проект ертÿçи, паллă çул çÿревçĕ Сергей Доля палăртнă тăрăх - Чăваш Ен çут çанталăкĕ хăйне евĕрлĕ, культури пуян, çавна май республика туристсемшĕн илĕртÿллĕ.

Михаил Игнатьев районăн чи маттур ĕçченĕсене наградăсем панă. Хисеплĕ ятсене, Тав хутне, парнене тивĕçнисен ретĕнче - «Чебоксарскагропромтехсервис» фирма гендиректорĕ Александр Бородавин, «Чурачикское» АУОн тĕп зоотехникĕ Ирина Филиппова, Кÿкеçри вăтам шкул вĕрентекенĕ Галина Федорова, «Чăваш бройлерĕ» АУОн тĕп энергетикĕ Владимир Васильев тата ыттисем.

А.ПАВЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.