Тăкаксем виçеллĕ пулччăр

17 Июн, 2014

Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юн кунхи ларăвне уçнă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен калакан указа алă пусни çинчен пĕлтерчĕ. Унта аталану тĕллевĕсемпе пĕрлех пиçиххине туртарах çыхмалли самантсене те палăртнă.

Бюджетăн финанс çирĕплĕхне тивĕçтермелле, çĕнĕ предприятисем уçма, инфратытăма аталантарма меллĕ условисем йĕркелемелле, инвестицисене хавхалантармалла тата ыт.те. Республикăн хăйĕн тупăшĕн калăпăшне ÿстерес тĕлĕшпе указра уйрăм çынсен куçми пурлăхĕнчен тата организацисен пурлăхĕнчен илекен налуксем енĕпе тимлĕ пулмаллине палăртнă. Çав вăхăтрах бюджет тăкакĕсене виçеллĕ тăвас енĕпе те ĕçлемелле. Çав шутра - патшалăх служащийĕсен шутне чакарса. Документра йыша чакарассин пайăр кăтартăвĕсене асăнман, анчах указ пирки комментари панă май Михаил Васильевич çывхартнă цифрăна пĕлтерчĕ - 10%: «Компактлă аппарат йĕркелемелле».

Пĕрлех чиновниксене ĕçшĕн хавхалантарас енĕпе ыйтусем пурри çинчен те каларĕ. М.Игнатьев чиновниксен ĕç укçине ÿстернĕшĕн хăйне хăшĕсем критикленине те пытармарĕ, анчах унсăрăн май çук: квалификациллĕ менеджерсем, управленецсем кирлĕ - шалу тивĕçтермесен вĕсем патшалăх службине килесси иккĕленÿллĕ.

Ларăвăн кун йĕркинче пĕтĕмпе те сакăр ыйту кăна пулчĕ. Министрсен Кабинечĕ кашнинчех 20-30 ыйту тишкерекенччĕ те - çакнашкал кĕске кун йĕрки журналистсене кăштах тĕлĕнтерчĕ те. Çавна май калаçу та вăраха пымарĕ.

Раççейрен депортацилемелли ют çĕр-шыв гражданĕсене усрамалли ятарлă учреждени çинчен калакан саккуна пăрахăçлас ыйту тавлаштармарĕ. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - асăннă çынсемпе ĕçлессипе çыхăннă полномочисене Федерацин миграци службине панă, çавна май халь хамăрăн саккун та кирлĕ мар.

Машиностроенири инновацисене прототиплакан центр валли субсиди уйăрмалли правилăсене çирĕплетрĕç. Ун валли хушма оборудовани туянма укçа кирлĕ. Ăна уйăрма хирĕçлемерĕç-ха, çапах М.Игнатьев хăш-пĕр фирма центр пулăшăвĕпе усă курнă хыççăн хăйĕн обязательствисене пурнăçламаннине аса илтерчĕ. Иван Моторин премьер та асăрхаттарчĕ: центрăн тăкаксене хăй тĕллĕн саплаштармалли шая çĕкленмелле. Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕн Олег Мешковăн та ыйту çуралчĕ - вăл центр ĕçлекен проектсене, унăн укçипе усă курнă фирмăсене асăнма ыйтрĕ. Экономика министрĕ Владимир Аврелькин курăмлă темиçе проект пирки каларĕ те - урăх никамах та чăркăшланмарĕ.

Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр лаптăкĕсене ытти тĕллев валли куçарасси те кăштах калаçтарчĕ. Пурлăх министрĕ Анатолий Кузьмин калаçăва иккĕленÿсĕр-мĕнсĕр пуçларĕ-ха: республикăн темиçе районĕнче пĕтĕмпе 30 ытла гектара çулсем, вĕсемпе çыхăннă сервис, кĕпер валли куçармалла. Ăна парламентăн тепĕр вице-спикерĕ, Анатолий Князев, «такăнтарчĕ»: Шупашкар районĕнчи Апаш ял тăрăхĕнче çул валли 38 лаптăка куçараççĕ - мĕншĕн апла вакласа пĕтернĕ? «Районтан çавнашкал кăтартусем панă та...» - теме пăхни А.Кузьмина тÿрре кăлараймарĕ, ЧР Пуçлăхĕ ăна «уçăмлă хурав параймарăр» тесе ÿпкелерĕ.

Хуçасăр-килсĕр чĕр чунсен шутне йĕркелесе пымалли мероприятисемпе çыхăннă мерăсем çинчен ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов каласа пачĕ. Ку енĕпе çĕр-шывра пĕтĕмĕшле документ çук, çавăнпа республика шайĕнче тивĕçлĕ йышăну тăвас тенĕ. Унта хуçасăр йытă-кушака тытассине камсем йĕркелессине те, чĕр чунсемпе малашне мĕн тăвассине те уçăмлă палăртнă. Хăшĕсен хуçисем пулсан вара? Ку самантсене те шута илнĕ: калăпăр, йытă мăйкăчлă тăк е унăн хуçи пуррине кăтартакан ытти паллă пулсан вĕсен хуçисене полици шырĕ. «Кирлĕ мар хирĕçÿллĕ тĕслĕхсем ан пулччăр - документ чи малтанах çакăн валли кирлĕ», - пĕтĕмлетрĕ М.Игнатьев.

Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă куракан категорисен шутне ÿстересси пирки юстици министрĕ Надежда Прокопьева пĕлтерчĕ. Халĕчченхи категорисен йышне тата иккĕ хушăнать: Социализм Ĕçĕн Геройĕсем тата тĕрме-колонирен тин çеç тухнисем. Сăмах май, кăçалхи пилĕк уйăхра республикăра çак çăмăллăхпа усă куракансем адвокатсенчен 750 хут тÿлевсĕр пулăшу илнĕ. ЧР Пуçлăхĕ пĕр самант çинче чарăнса тăчĕ: нумай хут хатĕрлемелле /пулăшу граждансемшĕн тÿлевсĕр, анчах адвокатсем тÿлев илеççĕ - патшалăх тÿлет, çакăн валли тивĕçлĕ хутсем кирлĕ/ - çавăнпа адвокатсем ку ĕçпе аппаланасшăнах мар иккен. Михаил Васильевич çакна шута илме сĕнчĕ. Пулăшупа усă куракансен категорийĕсем нумайланни вара, Этем прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Юрий Кручинин палăртнă тăрăх, бюджет тăкакĕсене нумай ÿстермест-тĕр: çапла, юсанмалли учрежденисенчен тухакан чылай, анчах Ĕç Геройĕсем Чăваш Енре йышлă мар.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.