Архив - 18 Апр, 2014

18 Апр, 2014

Карта выльăх карта сыхлать

Харăсах темиçе кредит тÿлеççĕ вĕсем. Кил умĕнче ларакан техникăна пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе тата кредит укçипе туяннă. Картиш тулли ĕне выльăх. Тин пăруланинчен пуçласа аш валли ÿссе çитĕнни таранах. Пурне те пăхмалла, пурне те апатлантармалла.

18 Апр, 2014

Мĕншĕн укçалла?

Чиркÿ çынсене паракан пулăшу мĕншĕн пĕтĕмпех укçалла? Çурта е тĕн кĕнекине сутнине ăнланатăп-ха, анчах венчет тăвассипе тĕне кĕртесси, вилнĕ çынна кĕлĕ туса юлашки çула ăсатасси укçалла пулмалла мар пек туйăнать.

Мария Ивановна. Шупашкар районĕ.

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий атте (Суранов) хуравлать:

18 Апр, 2014

Мăнкун çăмартисене хими япалисемсĕр хĕретесси

Тĕс кĕртмелли япаласем,
Тÿнĕ /пресланă/ шпинат - 150 грамм.
Куркума - 2 апат кашăкĕ. Куркума - приправа, ăна кирек хăш пасарта та, хăш-пĕр лавккара та сутаççĕ.
Сухан хуппи - 150 грамм.
Кăшман - 200 грамм.
Уксус - 1 апат кашăкĕ.

18 Апр, 2014

Тутлă хăяр ÿстеретпĕр

Çуллен тĕрлĕ сорт хăяр ÿстерме тăрăшатĕп. Анчах вĕсенчен чыла­йăшĕ йÿçĕ тутăллă пулни пăшăрхантарать. Çакă мĕнрен килет, ун пек ан пултăр тесен мĕн тумалла. Йÿçек мар хăяр сорчĕсем пулаççĕ-и.

Алевтина МАКСИМОВА. Çĕмĕрле районĕ.

Страницы