Комментировать

18 Апр, 2014

Баклажан уйрăмлăхĕсем

Темпуратурăна килĕштерни.

Баклажан пăрăç пекех хăйне кирлĕ условисене килĕштерет, анчах та вăл ăшша ытларах юратать. Вăрăсем 22-26 градус ăшăра шăтса тухаççĕ. 13 градусран сулхăнрах чухне вăрăсем шăтмаççĕ. Ӳсмешкĕн калчана 25-30 градус ăшă кирлĕ. 15 градусран сахалрах чухне калча ÿсме пăрахать, 0,5 градус чух пĕтет.

Çутта тиркени.

Баклажан - çутта сисĕмлĕ культура. Вăл кĕске çутă тапхăрта аван ÿсет. Кун тăршшĕ 10-12 сехет чухне питĕ лайăх çитĕнет.

Нÿрĕке килĕштерни.

Çак культура н.рĕке юратать. Вăл сахал чухне баклажан çулçисем тăкăнаççĕ, .сен-тăран çимĕç пама пăрахать, ун пахалăхĕ чакать.

Тăпра пахалăхĕ.

Çак çимĕçшĕн гумуспа пуян, çăмăл тăпраллă лаптăксем аван. Вăл органика удобренийĕсем хывнине юратать, уйрăмах лайăх çĕрнĕ тислĕке, çĕрĕк тăприне килĕштерет.

Çуркунне ăшă сахал пулсан, çуллахи вăхăтра ытла шăрăх пулнă чух, тутлăхлă япаласем çитмесен баклажан çеçкисене тăкать.

Вегетаци тапхăрĕ.

Шăтса тухнă хыççăн çимĕç пиçсе çитиччен ирхи сортсен 110-120 кун, вăтам вăхăтри сортсен 120-140 кун иртет. Çавăнпа та ăна Раççейĕн кăнтăр районĕсенче кăна калчасăр меслетпе тÿрех акса ÿстереççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.