Комментировать

18 Апр, 2014

Мăнкун çăмартисене хими япалисемсĕр хĕретесси

Тĕс кĕртмелли япаласем,
Тÿнĕ /пресланă/ шпинат - 150 грамм.
Куркума - 2 апат кашăкĕ. Куркума - приправа, ăна кирек хăш пасарта та, хăш-пĕр лавккара та сутаççĕ.
Сухан хуппи - 150 грамм.
Кăшман - 200 грамм.
Уксус - 1 апат кашăкĕ.
Петрушка çулçи е кинза тата 100 грамм рис - çăмартасене эрешлĕ тумашкăн.
Шыв - кашни тĕслĕ шĕвеке валли 0,5 литр.

Тĕслĕ шĕвексене хатĕрлесси,

1. Чи ансат меслет - сухан хуппи шĕвекĕ. Унпа çăмарта хуппи сарăрах хĕрлĕ тĕсрен пуçласа хăмăр тĕс таранчченех тума пулать. Сухан хуппине кастрюле ярса шыв хушмалла, 5-10 минут вĕретмелле.

2. Икĕ апат кашăкĕ куркумана çур литр шывра 5 минут вĕретмелле. Çăмарта хуппи сарăрах хĕрлĕ тĕслĕ пулать.

3. Тÿнĕ шпината шывра 2-3 минут вĕретмелле. Çак шĕвекре мĕн чухлĕ вăхăт вĕретнине кура çăмарта тĕсĕ шупка симĕсрен пуçласа тĕттĕм симĕс тĕс таран сăрланать.

4. Кăшмана шултра теркăпа хырмалла, шыв ярса вĕреме кĕртмелле,пĕр апат кашăкĕ уксус хушмалла. Çăмарта хуппи кĕрен тĕсрен пуçласа хĕрлĕ тĕс таран сăрланать.

Шĕвексем вĕренĕ вăхăтра çăмартасене эрешлеме пулать. Çакна валли петрушка е шпинат çулçисене тикĕслетсе çăмарта çине хумалла, марльăпа /е капрон чăлха татăкĕпе/ çыхмалла. Çăмартасене çавăн пекех риспа та эрешлеме пулать. Малтан вĕсене шыва чиксе кăлармалла, риспа йăваламалла, марльăпа çирĕп çыхса лартмалла.

Эрешлемелли тата ахаль сăрламалли çăмартасене шĕвеке ярса 5-10 минут вĕретмелле. Çакăн хыççăн шывпа чÿхемелле, илемлĕн йăлтăртатмашкăн тип çу сĕрмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.