Мĕншĕн укçалла?
Чиркÿ çынсене паракан пулăшу мĕншĕн пĕтĕмпех укçалла? Çурта е тĕн кĕнекине сутнине ăнланатăп-ха, анчах венчет тăвассипе тĕне кĕртесси, вилнĕ çынна кĕлĕ туса юлашки çула ăсатасси укçалла пулмалла мар пек туйăнать.
Мария Ивановна. Шупашкар районĕ.
Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий атте (Суранов) хуравлать:
– Пире те, священниксене, çаплах туйăнать. Темиçе ĕмĕр каялла çапла пулнă та. Анчах халĕ урăхла тăваймастпăр – паянхи самана йĕркисене пăхăнмалла. Чиркĕве тытса тăма укçа-тенкĕ чылай кирлĕ: çутăпа, газпа усă курнăшăн тÿлемелле, юсав ĕçĕсем тумалла, ĕçлекенсене хавхалантармалла тата ытти те. Унсăр пуçне чиркÿре куллен кирлĕ япаласене (çурта, ладан, йывăç çăвĕ) туянмалла. Литурги кĕлли ирттерме кагорпа просфор (ăна çăнăхсăр пĕçереймĕн) кирлĕ. Ĕлĕкрех вара çак япаласене ĕненекенсем килтен илсе пырса панă. Сăмахран, Православи тĕнне йышăннă Грецире те, хамăрпа тăванлă Болгарипе Сербире те çапла пулнă. Пахчипе иçĕм çырли тытакансем хĕрлĕ эрех панă, хурт-хăмăр ĕрчетекенсем – çурта тума ăвăс, олива йывăçĕ пуррисем – унăн çуне. Пирĕн патра, хăвăрах пĕлетĕр, çапла тума май çук. Çавăнпа чиркÿсен çав япаласене хăйсен туянмалла. Укçасăр пире те памаççĕ.
Пирĕн çĕр-шывра иртнĕ ĕмĕрсенче пуянсем чиркÿсене хăйсен вăйĕпе тутарнă та хăйсемех тытса тăнă. Урăхла каласан, кĕлĕ тума кирлĕ япаласене те вĕсемех туянса панă, юсав ĕçĕсене те вăхăтра туса тăнă. Пулăшакан пур чухне, паллах, священника çăмăл. Укçа-тенкĕ ăçтан тупмалла-ши тесе пуç ватмалла мар. Халĕ ун пек çынсем те çук пирĕн, ирĕксĕрех пулăшу ĕçĕсене укçалла тума тивет. Тата, Авалхи Халал тăрăх, çынсен ĕçлесе тунă тупăшăн вуннăмĕш пайне (десятина) Турă çуртне тытса тăма памалла пулнă. Хăйсен кĕнекисене килĕрен салатса çÿрекен баптистсемпе евангелистсем çапла тăваççĕ те. Православи чиркĕвĕнче, хăвăрах пĕлетĕр, ун пек йăла çук. Ăна йышăнас пулсан эпир те хамăр ĕçшĕн никамран та укçа-тенкĕ илмĕттĕмĕр. Анчах ăнланатпăр: мĕн пур тупăшăн вуннăмĕш пайне уйăрса урăх çĕре чикни çынсене пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Никамăн та ытлашши укçа çук.
Эпĕ илтнĕ тăрăх – чылай çĕр-шывра, сăмахран Германире, Данире, Норвегире, Швецире, ĕçлекен çынсенчен чиркĕве тытса тăма налук пухаççĕ. Пирĕн патра ун пекки те çук. Ирĕксĕрех чиркÿри япаласем çине хак хума тивет.
Нумаях пулмасть Мăн Сĕнтĕр райповĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă чухне каларăм хамăн шухăша: «Чиркÿри требăсем укçалла пулни сире сăмахлаттарать пулсан атьăр эппин укçасăр тăватпăр. Эпĕ хирĕç мар. Анчах эсир те мана мĕн кирлине хăвăр лавккăрсенче ахалех парăр». Лавкка пуçлăхĕсем малтан пĕр харăс кулса ячĕç. Кайран, кăшт шухăшласа пăхнă хыççăн: «Çук, капла пире майлă мар. Килĕшместпĕр», – терĕç. «Выгодно» мар иккен вĕсене çапла пулни. Чиркĕве вара, ĕненĕр мана, вăл паракан пулăшу хальхи пек укçалла пулни майлах мар. Ав мĕн чухлĕ калаçтаратпăр çынсене.