Архив - 19 Апр, 2014

Кĕçнерни кун Раççей Президенчĕ халăхпа черетлĕ «Тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Йăлана кĕнĕскер шучĕпе 12-мĕш пулчĕ. Патшалăх Пуçлăхĕ Мускаври студири журналистсен тата çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи граждансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çак калаçăвăн тĕп сыпăкĕсемпе вулакана паллаштаратпăр.

Çуллахи каникулта чылайăшĕ ачи-пăчине лагере ăсатма тăрăшать. Çемьесене патшалăх çулсеренех çăмăллăхлă путевкăпа тивĕçтерет. Кăçал çак тĕллевпе бюджетран 578,5 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Путевка хакĕ 11748 тенкĕ, çемье тупăшне кура /ăна справкăпа çирĕплетмелле/ ашшĕ-амăшĕ унăн 20%, 30%, 50% кăна тÿлет. Кунсăр пуçне шкулсенче те кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 25 пине яхăн ачан канма май пулĕ. Палăртмалла, бюджетран уйăракан путевкăсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ те çулсеренех 10% ÿсет.

Чăваш Ен «Спортпа чи туслă регион» ята тивĕçнинче район центрĕсенчи физкультурăпа сывлăх комплексĕн тÿпи те пурах. Апла тăк вĕсене хута ярас тĕллевпе мĕльюншар тенкĕ тăкаклани харама каймарĕ темелле. ФСКра канмалли кунсенче, ĕç хыççăн çын туллиех. Эрне варринче, кăнтăрла, мĕнле-ши?

Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялне çула тухнă май машина чÿречинчен тинкеретĕп. Йĕри-тавраллах вăрман кунта. Хĕл ыйхинчен вăранакан йывăçсем, яштака та ĕмĕрĕпех ешĕл хырсем илĕртеççĕ, çамрăк хурăнсем чипер хĕрсем евĕр курăнаççĕ... Чим-ха, мĕн пулнă вĕсене?

Муркаш районĕнчи Юнкă тăрăхĕнче çут çанталăк тусĕсем пурăнаççĕ. Пĕчĕкренех тавралăха упрама, юратма вĕренеççĕ вĕсем. Тата хăват панă çак вырăна усă кÿме тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе шкул ачисем уйрăмах хастар. Вĕренекенсем кăçал 100 /!/ ытла шăнкăрч йăви ăсталанă.

Элĕк районĕнчи Тавăтри «Пучах» ача сачĕ уçăлнăранпа 30 çул иртрĕ. Унăн ĕçне 28 çул Маргарита Алексеева йĕркелесе пырать. Шкул çулне çитмен тĕпренчĕксене аталантарма, воспитани пама сахал мар вăй хураççĕ кунта. Педагогсем шăпăрлансен тавра курăмне вăйă урлă анлăлатаççĕ.

19 Апр, 2014 | Хыпар | Культура | Хаклав

Чăваш литературине, тăван халăха юратакансем К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче А.Гринăн 5 томпа чăвашла тухнă хайлавĕсене пахаларĕç. Кĕнекене куçарса вулакан патне çитерекенĕ - Раççей Федерацийĕн Писательсен Союзĕн членĕ Алексей Леонтьев.

Страницы