Хур усратпăр
Хурсем - картишĕнчи кайăк-кĕшĕкрен чи мăнаçлисем пулĕ. Вĕсем хăйсене яланах танлăн тытаççĕ. Ĕрчетмелĕх çемье хăварассине те тимлĕн пурнăçламалла. Кил хуçин хур çемйинчи хутшăнусене лайăх пĕлсе тăмалла. Килти хуçалăхра пĕр çемьере 3-4 ама, пĕр аçа пулмалла. Çемьере амасен йышĕ пысăк пулсан аçи вĕсене тивĕçлĕн пăхса çитереймест, çавăнпа тăрă /чĕпсĕр/ çăмартасем нумай юлма пултараççĕ. Хурсене йышлăн тытсассăн та вĕсене çăмарта пуçлас умĕн çемьесене пайламалла, уйрăмшарăн тытмалла. Мĕншĕн тесен икĕ е виçĕ аçа пĕрле пулсан çуркунне çитеспе вĕсем тупăшма тытăнаççĕ.