- Чăвашла верси
- Русская версия
«Артист эпĕ. Ташлатăп...»
Игнатий /Суранов/ иероманах, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ
Ачасем тÿрĕ çултан пăрăннишĕн чи малтанах эпир, аслисем, айăпли çинчен пуçарнă сăмахăмах малалла тăсас килет. Пĕлместĕп, тин çеç паллă тунă Аннесен кунĕ хыççăн çакăн пирки калаçни, тен, вырăнлă та мар-и, анчах эпир, чиркÿ çыннисем, хамăра архиерей алă хурса священник тивлетне панă чухне халăха пур вăхăтра та вĕрентме тупа тунă. Çавăнпа халĕ те хамăн тивĕçе пурнăçласах килет. Йышăнатăр-и ăна, йышăнмастăр-и - халăх калашле, сирĕн мăнтăр кăмăлăр. Кÿренекен пулсан та нимĕн чухлĕ те пăшăрханмастăп, мĕншĕн тесен хама Турă Сăмахĕпе тÿрре кăларатăп. Унта ăс пур çынсем кăна хăйсене питлекене юратни çинчен каланă. Усал çынсене ÿпкелесен намăс курăн тенĕ /Ытар 9:7-9/. Эсĕ вара, хаклă вулаканăм, ăслă пул. Ыттисем тăвакан йăнăша ан ту. Юрать-и?
... Çав кун каçхи кĕлле каяс умĕн пăртак канса илесшĕнччĕ. Пулмарĕ. «Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, çырлах мана, çылăхлăскере!» - шаккать алăкран пĕри. «Кĕме юрать-и?» - тесе ыйтни пулать ку мăнастирте. Çавăнпа «аминь» тетĕп юранине пĕлтерсе. Хамăр иероманахсенчен пĕри канăç памасть иккен мана.
- Мĕн пулнă?
- Çын килнĕ, пирĕн пата пурăнма юласшăн.
- Мĕнле çын?
- Артист тет хăйне.
- Мĕн?! Мĕнле артист тата?
- Балет артисчĕ.
- Çав кăна çитмен пире, - ватă çынла мăкăртататăп çакна илтсен. Хам вара Авраам - ĕненекенсен ашшĕ - çулçÿрекенсем тесе Турă Ангелĕсене хăна туса янине аса илсе килнĕ çын патне тухатăп.
Алкумĕнче пĕр вăтăр çулсенчи арçын сулланса тăрать. Шăнса кÿтнĕ аллисемпе çĕлĕкне тăрмалать хăй. Ÿсĕр пулни тÿрех курăнчĕ-ха, анчах калаçма пуçласан çакăн пирки пĕр иккĕленÿ те юлмарĕ.
- Илĕр мана мăнастире. Пурнăçăм вĕçленичченех сирĕншĕн ĕçлесе тăрăп. Мĕн хушатăр, çавна тăвăп...
- Кам эсĕ? Ăçтан? - унăн сăмахне илтмен пек хамăн яланхи ыйтусенех паратăп ăна. Пирĕн патăмăрта пурăнас текен пĕрремĕш çын мар-çке вăл. Манăн, асли пулнă май, кашнийĕнпех паллашмалла, ыйтса пĕлмелле - пуçĕнче мĕн?
- Артист эпĕ. Ташлатăп, - хуравлать хайхи. Ахаль-махаль артист кăна мар, 9 çул çар чаçĕнче юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ пулнă. Çар билечĕ çине те çаплах çырса хунă.
- Шел, пире, манахсене, балет пăхма юрамасть çав... Çавăнпа йышăнаймастăп сана.
- Йышăнăр ĕнтĕ, тархасшăн. Манăн урăх ниçта каймалли те çук, - çине тăрсах йăлăнать вăл. Макăрса яманни кăна.
- Ăçтан килтĕн, çавăнта кай.
- Килтенех килтĕм-ха. Анчах анне мана унтан хăваласа ячĕ. Манахсем патне кайса пурăн терĕ.
- Апла пулсан та, тăванăм, килнех таврăн. Аннÿрен каçару ыйт.
- Каçармасть вăл мана.
- Манахсем каçарма хушрĕç, - тесех кала эсĕ. Тĕрĕс ăс-тăн парса ÿстереймен пулсан, çакăншăн сана мар, хăйне айăплатăр. Мĕнле пур - çапла йышăнтăр ывăлне. Санăн та хăвна алла илмелле. Пурнăçа ташласа кăна ирттерме юрамасть.
PS. Вăл ун чухне килне çитнипе çитменнине тĕрĕс калаймăп сана, вулаканăм, анчах çул çине тесе панă укçа пирĕн ялти «кулинарккăрах» пĕтнине питĕ лайăх пĕлетĕп. Вăт çапла.
Комментировать