Хур усратпăр
Хурсем - картишĕнчи кайăк-кĕшĕкрен чи мăнаçлисем пулĕ. Вĕсем хăйсене яланах танлăн тытаççĕ. Ĕрчетмелĕх çемье хăварассине те тимлĕн пурнăçламалла. Кил хуçин хур çемйинчи хутшăнусене лайăх пĕлсе тăмалла. Килти хуçалăхра пĕр çемьере 3-4 ама, пĕр аçа пулмалла. Çемьере амасен йышĕ пысăк пулсан аçи вĕсене тивĕçлĕн пăхса çитереймест, çавăнпа тăрă /чĕпсĕр/ çăмартасем нумай юлма пултараççĕ. Хурсене йышлăн тытсассăн та вĕсене çăмарта пуçлас умĕн çемьесене пайламалла, уйрăмшарăн тытмалла. Мĕншĕн тесен икĕ е виçĕ аçа пĕрле пулсан çуркунне çитеспе вĕсем тупăшма тытăнаççĕ. Кашниех «гарем» хуçи пуласшăн тăрăшать-çке.
Хурсем - йышпа пурăнакан кайăксем. Вĕсен пулккинче яланах асли пур - пулккăн тĕп аçи. Вăл хур амисене лайăх пусать тăк ăна 7-9 çул таранах усрама юрать. Лайăх аçа хăйĕн йышне хÿтĕлеме тăрăшать. Курăк çинче çÿренĕ чухне те ыттисене сăнаса тăрать. Уя тухнă майăн киле таврăннă чухне тĕп аçа яланах малта. Шăпах çакнашкал хура хăварма тăрăшмалла çемье валли.
Çамрăк аçа хăварас тăк вăл харсăр пултăр. Çунат вĕçне тытса пăхăр - унта икĕ пĕчĕк тĕк пулмалла. Халăх сăнанă тăрăх - çакнашкал аçа лайăх. Çунат вĕçĕнчи тĕксем çук пулсан кунашкал аçа пĕр амана çеç килĕштерет, ыттисене пăхмасть. Хур амине вара ĕрчетмешкĕн хăварнă чухне хÿре вĕçне пăхаççĕ. Хÿре вĕçĕнчи пысăк тĕкĕсем мăшăрлă пулмалла - 16, 18, 20.
Хĕлле хурсене лайăх апатлантармалла, анчах ытлашши мар. Самăрăлса кайнă хур амисем çăмарта нумай тăваççĕ, чĕпĕ пусса кăларасшăн мар.
Çуркунне хур аçине тутлăхлă апат кирлĕ, сĕлĕ, тулă, вĕтетнĕ пăрçа, утă кĕлти памалла. Кĕрпе-çăнăх çитерсессĕн куритепе шыв лартма ан манăр. Шыв ĕçме çеç мар, сăмсисене чÿхесе тасатма та кирлĕ.
Амасене витаминлă апат памалла, чĕрĕ е йÿçĕтнĕ купăста, туранă кăшман, кишĕр, тулă, сĕлĕ кĕрпи.
Хур - курăкпа тăранса пурăнакан кайăк. Çавăнпа çулла утă хатĕрлемелле. Çемçе утăна кĕлтелесе çакса памалла. Фуража утă вĕретсе илнĕ шывпа ислетсе парсан аван.
Хурсен картишĕнче пурăпа хутăштарнă шултра хăйăр пулмалла. Хăйăр - апат ирĕлтерме кирлĕ япаласенчен пĕри.
Хур сивве чăтакан чĕрчун, 25 градус уншăн хăрушă мар. Анчах каçхине хурсене витене кĕртмелле. Урайне улăм сармалла.
Çăмарта пуçлас умĕн хурсене валли ăшăрах вите хатĕрлемелле. Кашнинех уйрăмшар йăвапа тивĕçтермелле. Йăвана ыраш е тулă улăмĕ хумалла.
Хурсен темиçе ăратне ĕрчетеççĕ пирĕн тăрăхра. Роменски, холмогорски, тулузски, горьковски. Вĕсем пĕр-пĕринчен тĕкĕсен тĕсĕпе, пысăкăшĕпе, формипе уйрăлса тăраççĕ.