Ял хуçалăхне пулăшасси ÿсмелле

5 Дек, 2014

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕнче республикăн 2014 çулхи, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртессине тишкерсе ырланă.

Тĕнче политикипе çыхăннă кăткăслăх Раççейри финанспа экономика лару-тăрăвне витĕм кÿрет, çакă республика бюджетне пурнăçлассинче те палăрать. Тĕслĕхрен, налуксен калăпăшĕ малтан палăртнинчен пĕчĕкрех пулса тухнă.

Ытти шайри бюджетсенчен каялла тавăрса памалла мар килекен укçа калăпăшĕ 1 млрд тенкĕ ытларах хушăнать. Пĕтĕмĕшле илсен ку виçе çулталăк пуçламăшĕнче палăртнинчен 4,8 млрд тенкĕ ÿссе 16,1 млрд тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕрхинчен 5,5 процент пысăкрах. Михаил Игнатьев çак ырă пулăм Мускавпа лайăх çыхăну тытса ĕçленипе пулнине палăртать.

Ял хуçалăхне пулăшасси ÿсмелле. Ялсен территорийĕсене аталантарассипе пĕрле шутласан бюджетра ял хуçалăхĕ валли тата 299 млн тенке яхăн уйăрма палăртнă. Ял хуçалăх отрасльне пĕтĕмпе 2,4 млрд тенкĕ хывĕç. Пĕлтĕрхи шайран кая мар ку. Сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, спорт объекчĕсене тĕпрен юсама 42,5 млн тенкĕ хушăнĕ.

Финанс министрĕ Светлана Енилина сăмахĕсем тăрăх - саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ 486 млн тенке яхăн ÿсет. Çав вăхăтрах бюджетăн хамăр тупăшсенчен пухăнакан пайĕ 523 млн тенкĕ пĕчĕкленет. Тăкак пайĕ 403,2 млн тенкĕ пысăкланать.

Саккун проектне тишкерме Патшалăх Канашне тăратнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.