- Чăвашла верси
- Русская версия
Шăширен - пăхăр купоросĕ
Сад пахчи хĕллехи ыйха путсан юр айĕнчи шăшисем хăйсен хура ĕçне тытăнаççĕ. Вăрман çывăхĕнче пурăнакансем патне вара куянсем те пырса тухаççĕ. Сиенленнĕ йывăçа çăлса хăварма йывăр. Чылай чухне вĕсем пуçĕпех пĕтеççĕ.
Шар курасран сыхлансах йывăçсен вуллисене хыр-чăрăш лăссипе, кивĕ колготкипе çыхатпăр, юрпа таптаса хытаратпăр. Питĕ лайăх ку, çапах самай ансатрах меслет пур иккен. Ăна биологи наукисен кандидачĕ Алексей Борисович Горбунов сĕнет. Вăл çакна асăрханă: кĕркунне пăхăр купоросĕпе сирпĕтнĕ йывăçсене кăшлакан чĕрчунсем тапăнмаççĕ. Пăхăр купоросĕ вăл - бордос шĕвекĕн пайĕ. Çĕр шăнма пуçласанах, ÿсен-тăран ыйха путма хатĕрленсен, мĕнпур йывăç-тĕме 1 процентлă бордос шĕвекĕпе сирпĕтмелле. Çапла тусан йывăçсен çывăхне кăшлакан чĕрчунсем пымĕç. Çак препарат ÿсен-тăрана чир-чĕрпе сиенлĕ хурт-кăпшанкăран та упрать. Хĕл каçакан хурт-кăпшанкă çăмартисем те, кăмпа тата кукша чирне пуçаракан микробсем те пĕтеççĕ. Кăçал ку меслетпе усă курма кая юлтăмăр ĕнтĕ, çитес çул вара хура кĕркунне унпа усă курмаллах.
Комментировать