Архив - 17 Окт, 2014
"Кил-сурт" 17.10.2014
Çу - сапалать, хĕл - пуçтарать
Купăста
“Манăн та 10 ача пулĕ”
«Çамрăксен хаçачĕ » 42 (6031) №. 17.10.2014
“Ылтăн çÿпçерен” - пĕчĕк чухнехи ĕмĕт
Шкул ачисем те наркотикпа иртĕхеççĕ
Нумаях пулмасть Раççейри темиçе регионта çĕнĕ йышши наркотикпа наркăмăшланнă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Ăна пула çут тĕнчепе сыв пуллашнисем те пур. Шел, çак амак пирĕн республикăран та пăрăнман. Кĕске хушăрах 156 çын регионти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене паллă мар наркотикпа наркăмăшланнăран пынă. Вĕсенчен 25-шĕн диагнозне çирĕплетнĕ. Çивĕч çак ыйту тавра кулленех калаçатпăр пулин те лару-тăру улшăнни курăнмасть. Наркотикпа ашкăнакансен йышĕ пĕрмай ÿсет. Ытларах чухне унăн серепине çул çитмен ачасем тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ.
“Пĕр ачи пултăр-и харсăр сăвăç?..”
Пурнăç çулĕпе - ахăлтатса кулса...
Шăпаран тараймăн... Çак сăмах çаврăнăшĕ кашнин чĕлхи çинчех пур. Елчĕк тăрăхĕн тулăхлă çĕрĕ çинче, ĕлĕкрен упранакан йăла-йĕркене хисеплекен чăн чăвашсен хушшинче, Патреккел ялĕнчи паллă юрăç тата композитор Геннадий Борисов çемйинче çуралнă Полина Борисовăна та шăпа юрăç пулма суйласа илнĕ. Пĕрре паллашсан Полинăна манма питĕ йывăр. Йăрăс пÿллĕскер, чакăр хăмăр куçлăскер, илемлĕ саслăскер пурнăçа питĕ юратать, нихăçан та алă усса лармасть, мĕн пур йывăрлăха ахăлтатса кулса çĕнтерет.