- Чăвашла верси
- Русская версия
Пурнăç çулĕпе - ахăлтатса кулса...
Шăпаран тараймăн... Çак сăмах çаврăнăшĕ кашнин чĕлхи çинчех пур. Елчĕк тăрăхĕн тулăхлă çĕрĕ çинче, ĕлĕкрен упранакан йăла-йĕркене хисеплекен чăн чăвашсен хушшинче, Патреккел ялĕнчи паллă юрăç тата композитор Геннадий Борисов çемйинче çуралнă Полина Борисовăна та шăпа юрăç пулма суйласа илнĕ. Пĕрре паллашсан Полинăна манма питĕ йывăр. Йăрăс пÿллĕскер, чакăр хăмăр куçлăскер, илемлĕ саслăскер пурнăçа питĕ юратать, нихăçан та алă усса лармасть, мĕн пур йывăрлăха ахăлтатса кулса çĕнтерет. «Çамрăксен хаçачĕн» çывăх тусĕ «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче калаçнă май чĕринчи туйăмĕсене пытармарĕ, яланхилле уçă кăмăллăскер хăй мĕн шухăшланине тÿрреммĕн каларĕ. Малалла вулас...
Комментировать