Комментировать

Хĕлле - урапа, çулла çуна хатĕрле теççĕ те халăхра, çуна пур пĕрех хатĕр мар тăк мĕн тумалла-ха. Паллах, питĕлемелле. Питĕсĕр çурт нумай çухатать - ăшă, укçа, хăтлăх, сывлăх. Эппин, кирлĕ ĕç хатĕрĕсене алла тытар-ха.

Çурт-йĕре юсамалли пĕтĕмĕшле пĕр йĕрке çук та пулĕ. Мĕншĕн тесен кашни çуртăн хăйĕн уйрăмлăхĕ. Кивĕ е çĕнĕ, йывăçран е кирпĕчрен т.ыт.те. Хĕле кĕриччен çурта лайăх пăхса çаврăнмалла. Юпа уйăхĕ вĕçлениччен хатĕрлесе çитермелле.

1. Шыв тата ăшăтмалли система пăрăхĕсене пăхса хаклăр. Пăрăхсем ирĕке тухакан тĕлсене питĕлемелле. Уçă сыпăксем пур пулсан вĕсене малтан лайăх типĕтмелле, тутăхнă тăк тасатса сăрламалла, ăшă упракан материалпа чĕркесе çирĕплетмелле. Питĕлемесен пÿртрен ăшă тухса тăнипе уçă вырăнсем яланах пасарса тăрса хăвăрт юрăхсăра тухма пултараççĕ.

2. Çуртран тухакан çуллахи вăхăтра усă курмашкăн тунă крансене тĕрĕслĕр. Сивĕсем киличчен пăрăхри шыва йăлтах юхтарса кăларăр. Пăрăхăн шалти кранне хупăр, ирĕке тухакан крана уçă хăварăр. Шыв пыманнине тĕрĕслĕр.

3. Çурт тăррине, çи виттине - ан манăр. Шыв юхмалли валаксене хаклăр. Çумăр шывĕпе валаксене çÿп-çап пуçтарăнать, кĕркунне типĕ çулçă ÿксе çыпçăнать. Çÿп-çапа сивĕсем киличчен тасатăр. Пухăннă çÿп-çап валака çĕршĕнтерет.

4. Пÿрт çи виттине тĕрĕслемелли чи лайăх мел - вăйлă çумăр. Черепица, шифер, металлопрокат, ондулин тата ытти материалтан ăсталанă çи виттире кăлтăксене тупма май парать вăл. Вăйлă хунар илĕр те çумăр вăхăтĕнчех мачча тăррине хăпарăр, шал енчен тимлĕ сăнăр. Çи витти икĕ сийлĕ тĕк юхакан тĕлсене тупса палăртма тÿрех май пулмĕ. Çумăр пуçланнă хыççăн кăштах вăхăт кирлĕ. Çи виттине юсасси вăл хăш материалтан пулнипе, тăрă конструкцийĕпе, мĕнлерех сыпăнтарса пынипе çыхăннă.

5. Пÿрт тăрринчен юхакан шыв ăçта тулать. Вăл çурт çывăхĕнчи пусса юхать тăк ăна тĕрĕслĕр. Шыв тулнă пулсан пусса тасатмалла. Нумай чухне унта хăйăр пуçтарăнать, тĕрлĕ çÿп-çап тулса шыв çулне пÿлет. Пусса тасатмасан çурт йĕри-таврашне сăрхăнакан шыв никĕсĕ, çурт стенисене япăх витĕм кÿрсе тăрать, тĕп сакайне те сăрхăнма пултарать. Нÿрĕке пула стенасене, тĕп сакайне кăмпаска чирĕ ерет.

6. Çи виттин сыпăнтарнă вырăнĕсене, вентиляци тата кăмака мăрйисене пăхăр. Çи виттине цинкланă шăвăçпа витнĕ пулсан вăхăт иртнĕçемĕн япăхланса пырать. Çи витти мĕн чухлĕ кивĕрех тĕрĕслев çавăн пек вăйлăрах пулмалла. Унсăрăн юр, çумăр яракан çи витти çурта нÿретсе хăвăртрах киветет, пĕтерет.

Кирпĕчрен хăпартнă çуртăн стенисене тул енчен тĕплĕн тĕрĕслĕр. Вăхăт иртнĕçемĕн стенари кирпĕчсем е кирпĕч хунă цемент хутăшĕ тĕллĕн-тĕллĕн çурăлма пултарать. Ку ăнсăртлăх мар, тулти температура выляса тăнипе е ытти пулăмсемпе сăлтавланнă. Стенана шăтарса мĕн те пулин çирĕплетнĕ чухне тепĕр тĕлте стена сиенленме пултарать. Çак кăлтăксен инкекĕ пĕрре - çуртран тухакан ăшă сивĕпе хутăшса стенана нÿрлетет, хаяр сивĕсенче нÿрлетнĕ кирпĕч хытă шăнать те çурăксем тата та пысăкланаççĕ, кирпĕч тĕпренет. Юрăхсăр кирпĕч асăрхарăр тăк ăна стенаран кăларса çĕннипе улăштарсан аванрах. Çĕвĕри раствор çурăксене пула хăйпăнать-тĕпренет тĕк çав вырăна тасатса çĕнĕ растворпа тултармалла.

Çак ансат сĕнÿсене шута илсе хăвăр çуртăра тĕплĕн тĕрĕслесе тухса тĕрлĕ кăлтăксене пĕтерни вăрăм та сивĕ хĕл кунĕнче çурта упрамашкăн, ăшăрах тата хăтлăрах тумашкăн май парĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.