“Манăн та 10 ача пулĕ”
Кил-çурт ача сассипе илемлĕ. Шăпăрлансем выляни, кулни, савăнса алхасни... Çакăнран хаклăраххи мĕн пултăр? Удмурт Республикинчи Сарапул хулинче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Любовь Александрова хĕр чухне амăшне çапла каланă: «Манăн та 10 ача пулĕ». Унăн ашшĕпе амăшĕ 12 ача çуратса ура çине тăратнă. Любовь Александровна - 7-мĕш тĕпренчĕкĕ. Хĕрарăмăн пысăк ĕмĕчĕ пурнăçланнă: нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕпленнĕ Александровсен çемйинче 10-мĕш пепке кун çути курнă.
Любовь Александровнăпа Александр Геннадьевич 18 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсем Ижевск хулинче паллашнă. Ун чухне Александр Геннадьевич çавăнта ĕçленĕ. Пĕр-пĕрне чунран килĕштернĕ икĕ çамрăк тăхтаса тăман - часах çемье çавăрнă.
Александровсен аслă хĕрĕсем пĕрин хыççăн тепри, çулталăкран, кун çути курнă. Диана, 17 çултискер, дизайнера вĕренсе тухнă, халĕ ĕçлет. 16-ри Джуана Шупашкарти машиностроени техникумĕнче вĕренет. 15-ри Анжелика - 9-мĕш, 13-ри Вероника - 7-мĕш, 12-ри Дарина - 6-мĕш, Эвелина 2-мĕш класа çÿреççĕ. Çапла, Александровсен умлăн-хыçлăн хĕрсем çуралнă. Чылай арçын вара ывăл пирки ĕмĕтленет. Александр Геннадьевич та арçын ача çураласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Тинех Авенир çут тĕнчене килнĕ. Ун чухне çемье Вологда хулинче пурăннă.
- Вăл вăхăтра тухтăрсем палатăна кĕме чармастчĕç. Мăшăрăм ман пата пычĕ, ывăл çуралнине те ĕненмерĕ. Ун чухне Çĕр çинче унран телейлĕ арçын çукчĕ, - савăнăçлă саманта аса илчĕ 10 ача амăшĕ.
Авенир - сайра тĕл пулакан ят. Ăна мăшăр пĕрле суйланă. Вăл - Библири ят, «çутă ашшĕ» тенине пĕлтерет. Вăхăт нумаях та иртмен - Арсений кун çути курнă. Ахаль те телейлĕ ашшĕ тата çунатланнă. Арсений, ыттисемпе танлаштарсан, - пăхаттир. Арçын ача 5080 грамм йывăрăш çуралнă. Халĕ вăл 4 çулта. Арсений хыççăн, çулталăкран, Лиана çут тĕнчене килме васканă. Чи кĕçĕнни, Изабелла, кăçалхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче кун çути курнă. Хĕр пĕрчи ку тĕнчене килме питĕ васканă - 32 эрнере çуралнă. 10 ача ашшĕ кăмăллă: йăхне тăсакан ывăлсем, кил-тĕрĕшре пулăшакан хĕрсем пур.
Çемье пуçĕ Александр Геннадьевич Çĕрпÿ районĕнчи Апакассинче 5 ачаллă çемьере ÿснĕ. Любовь Александровнăн амăшĕ «пуян» тесен те йăнăш мар: мăнукĕсене, вĕсен ачисене шутласан - 40-рен те иртнĕ. Александровсем нумаях пулмасть, авăн уйăхĕнче, çемье садикĕ уçнă. Халĕ Любовь Александровна хăйĕн виçĕ ачине пăхать. Вăл шкултан вĕренсе тухсан тăван тăрăхĕнче радиомонтажницăра ĕçленĕ. Александр Геннадьевичпа пĕрлешсен унтан хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. Унтанпа кил ăшшин управçи ĕçе вырнаçман. Тĕрĕссипе, декрет отпускĕнчен тухма вăхăчĕ те пулман - пĕрин хыççăн тепри çуралнă ачисене пăхмалла, воспитани памалла.
Александровсен пур тĕпренчĕкĕ те - ăшă çунат айĕнче, ашшĕ-амăшĕ çумĕнче. Çемье Çĕнĕ Шупашкарта виçĕ хутлă хăтлă çуртра пурăнать. Вĕсене патшалăх тăватă пÿлĕмлĕ икĕ хваттерпе тивĕçтернĕ. Хваттерсем пĕр çуртрах, анчах тĕрлĕ хутра пулнăран Александровсем вĕсене сутма шухăшланă. Ара, çемьепе уйрăмшар пурăнас килмест-çке-ха. Çапла майпа çемье коттедж туяннă.
- Çурт пысăк - 312 тăваткал метр. Кунта кÿршĕсенчен шикленмесĕрех шавлама та пулать. Хваттерти пек тĕпĕртетмелле мар: пурте килте-и е çук-и - туйăнмасть те. Ачасем пÿлĕмсене саланаççĕ, хăйсен ĕçĕсемпе аппаланаççĕ.
Александровсем кашни ачин çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Çак кун йышлă çемье уяв сĕтелĕ хушшине пухăнать. Малтан, коттедж туяниччен, вĕсем çемье пуçĕн тăван ялне тăтăшах çÿренĕ. Халĕ хăйсен 12 сотка çĕр пур. Çапах ял пирки манмаççĕ - хутран-ситрен çула тухаççĕ. Анчах ун чухне шăпа яма тивет: машинăна пурте вырнаçаймаççĕ-çке-ха, пĕрисен килте юлмалла. Çавăнпа Александровсем патшалăхран микроавтобус уйăрма ыйтнă, анчах хальлĕхе çакна татса парайман-ха. Хăйсен укçипе туянма вăй çитереймеççĕ - ачасене тăхăнтармалла, çитермелле. Александр Геннадьевич малтан инçе çула çÿрекен водительре ĕçленĕ. Анчах кашнинчех çула тухас килменнипе урăх ĕçе вырнаçнă, халĕ кафе администраторĕнче тăрăшать.
Александровсем 12 сотка çĕр çинче темĕн те пĕр ÿстереççĕ: иçĕм çырли, пан улми, груша, çĕр çырли, йĕплĕ хурлăхан, хурлăхан, пахча çимĕç... Çĕр улми çеç лартмаççĕ - хĕрсем Колорадо нăрринчен хăраççĕ. Çулла аслă хĕрĕсем пахчара тăрмашаççĕ: кашни хăйĕн йăранне пăхать, çумлать. Арçын ачасем те вĕсене пулăшма тăрăшаççĕ. Çемье ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарать. Кухньăра график çакăнса тăрать. Дежурнăй чашăк-тирĕк, урай çăвать... Канмалли кунсенче ку ĕçсене иккĕн пурнăçлаççĕ.
10 ачаллă туслă çемье вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшать. Кăçал çулла вĕсем Елчĕк тăрăхĕнчи пĕве хĕррине кайнă, палаткăсем лартса каннă. Çитес çул Александровсем ачисемпе Вологда облаçĕнчи Онего кÿлли хĕррине çитсе курма ĕмĕтленеççĕ.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.