Ял пурнăçĕ 10 (10394) № 19.03.2026

19 Пуш, 2026

Халăх хисепĕ хаклă

Сцена ăна ача чухнех илĕртнĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех спектакльсенче вылянă. Ятарлă пĕлӳ илсен театр йĕркеленĕ… Ку сăмахсем — кун-çулне чăвашлăха аталантарассипе çыхăнтарнă Клавдия Васильева-Тукайăкĕ пирки.

Ачалăхри ĕмĕт

Клавдия Ильинична Канаш районĕнчи Малти Тукай ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьере çичĕ ача çитĕннĕ. Хальхи вăхăтра пĕртăвансенчен виççĕшĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнать. Çапах та ăна сцена мĕнле илĕртнĕ-ха? Хăй каланă тăрăх, çак туртăм ача чухнех чунĕнче вăраннă. Сăвă илемлĕ вуланă вăл. Спектакльсенче тĕрлĕ сăнар калăпланă. Уйрăмах асра юлни — Федор Павлов «Ялта» пьесинчи Йăскар акай. «Ялти клубăн мĕн декорацийĕ пултăр? Сценарипе килĕшӳллĕн сĕтел айне кĕтĕм те выртрăм. Ӳсĕр-çке эпĕ. Акă Ванюкпа Елюк кĕчĕç. «Ах, кунта пăру мĕн çуллать?» — тетĕп. Çынсем ахăлтатса кулаççĕ, — аса илчĕ Клавдия Ильинична. — Пултарулăх аннерен куçнă-тăр. Тĕлĕнмелле хитре юрлатчĕ вăл. Атте колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăван тăрăха ырăсывă таврăннă. Нумай калаçма юратмастчĕ вăл». Шкул пĕтерсен хĕр артисткăна вĕренме кайма ĕмĕтленнĕ. Анчах та амăшĕ «тринкки шкулне» ярасшăн пулман. Тĕпренчĕкĕ аякри хулана тухса каясран та хăранă ахăртнех. Шупашкар тесен килĕшнĕ. Çапла вара Клавдия Шупашкарти музыка училищин театр уйрăмĕн студентки пулса тăнă. «Пире пысăк опытлă преподавательсем пĕлӳ пачĕç. Режиссер ĕçне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне йĕркеленĕ Борис Марков вĕрентрĕ. Манăн дипломра «пиллĕк» паллăсем çеç», — каласа кăтартрĕ Клавдия Ильинична. Кăнтăрла хĕр училищĕре пĕлӳ илнĕ, каçхине К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчи спектакльсенче массăллă сценăсене хутшăннă, «Кай, кай Ивана», «Вĕр, вăштăр çил» спектакльсенче вылянă. Вера Кузьмина, Ольга Ырсем, Борис Алексеев, Виктор Родионов, Анна Кутузова, ытти паллă артистсемпе пĕрле сцена çине тухнă. «Шывармань» оперăна хутшăнни те ĕмĕрлĕх асра юлнă.

Театр — кун-çул тивлечĕ

Училищĕрен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă çамрăк специалист Шупашкарта та тĕпленме пултарнă. Анчах та Трак тăрăхĕн каччипе çемье чăмăртанăскер Красноармейски салине куçса килнĕ. Çак вăхăтран пуçланнă та унăн хĕрӳ ĕç тапхăрĕ. Клавдия Ильинична 1967 çулта Красноармейски районĕн культура çуртĕнче методистра ĕçлеме пуçланă. Театр искусствине аталантарас тĕллевпе драма кружокĕ йĕркеленĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шкулта ĕçлеме пуçланă: 36 çул ачасене истори, географи вĕрентнĕ. Çак вăхăтра та драма коллективĕпе çыхăну татман вăл. 2000 çулта Клавдия Васильева ертсе пынипе коллектив Федор Павловăн «Ялта» драмине лартса «халăх театрĕ» ята илнĕ. Ял артисчĕсен репертуарĕнче тĕрлĕ жанрлă ĕçсем пулнă: «Çĕрлехи çиçĕм», «Ничава Хĕветĕрĕ» /Тихăн Петĕркки/, «Хăмла» /Гергий Краснов/, «Ылханлă йăх», «Икĕ каччăн пĕр шухăш» /Петр Осипов/, «Кай, кай Ивана» /Николай Айзман/. Кулăшла сценкăсем те, миниатюрăсем те лартнă. Сăнарсене хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем Ардальон Алексеев, Николай Артемьев, Алина Иванова, Анна Игнатьева, Людмила Игнатьева, Анастасия Козлова, Дмитрий Леонтьев, Людмила Маркова, Галина Михайлова, Виктор Николаев, Ирина Павлова, Вера Петрова, Геннадий Сергеев, Раиса Степанова, Ольга Терентьева, Юрий Филиппов, Виссарион Чернов калăпланă. Çулсем иртсен Клавдия Васильева театра тепĕр хут таврăннă. Çав тапхăрта репертуар çĕнĕ ĕçсемпе — «Вăрçă суранĕ» /Юхма Мишши/, «Кăмака çинче ларса качча каяймăн» /Мунча Мишши/, «Тарçă» /Анатолий Чебанов/, «Салтак амăшĕ» /Виссарион Синичкин/, «Шупашкарти савни» /Николай Сидоров/, ытти спектакльпе — пуянланнă. Клавдия Ильинична çавăн пекех чăваш халăх юрриташшине упраса хăварассишĕн тăрăшса Красноармейскинчи культура çурчĕ çумĕнче аслисен «Юхăм» драма ушкăнне йĕркеленĕ. Ăрусен ылмашăвĕ пирки те шухăшласа шкул ачисен «Хунав» пултарулăх коллективне чăмăртанă. «Хунав» артисчĕсем республика шайĕнчи конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Акă Анастасия Козлова СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ конкурсра I степень диплома çĕнсе илнĕ. Вăл Петĕр Хусанкайăн «Хушма хумсем» ярăмри «Алран кайми аки-сухи…» сăвва вуласа жюрие тыткăнланă. Вера Кузьмина вара Настьăна хăйĕн чĕрçи çине лартса: «Чуна тивертрĕн вĕт, ачам, чуна тивертрĕн», — тенĕ. Красноармейскинчи артистсем «Мельпомене асамĕ», «АВАНсцена» фестиваль-конкурссенче те темиçе хутчен те палăрнă, лауреат дипломĕсемпе парнесене тивĕçнĕ. Акă халăх театрĕн артистки Алина Иванова «Эпизодри роле чи лайăх вылякан» номинацире çĕнтернĕ. Людмила Игнатьева тата Ирина Павлова «Чи лайăх дуэт» номинацире лауреат пулса тăнă.

Пушкăртстана та çитнĕ

Халăх театрĕн артисчĕсем Трак енри ялсенче кăна мар, çывăхри районсенче пурăнакансене те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Карай, Мăн Шетмĕ, Пикшик, Чатукасси, Кĕçĕн Шетмĕ, Еншик Чуллă, Алманч, Упи тăрăхĕсенчи çынсем Клавдия Васильева режиссер лартнă спектакльсене паян та ăшăпа аса илеççĕ. Коллектив икĕ хутчен Пушкăртстана çитсе килнĕ, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн Константин Ивановăн ентешĕсене чăваш спектаклĕсене кăтартнă. Халăх театрне çӳрекенсем — тĕрлĕ отрасльте вăй хуракансем — Клавдия Ильинична тăрăшнипе пĕр пысăк çемье пулса тăнă. Çынсене пĕрлештересси — унăн пултарулăхĕн тепĕр енĕ. Пурте пĕлеççĕ: театр çын чунне сыватать. Ялти театр ĕç-хĕлне хутшăнакансем, сăмах май, хăйне евĕрлĕ сиплевçĕсем. Вĕсем халăх кун-çулне илемлетеççĕ, культура, искусство тĕнчипе çывăхланма пулăшаççĕ.

Пархатарлă ĕç курăмлă

Клавдия Васильева режиссерăн пултарулăхĕ иксĕлми. Ачаран çăл куç пек тапма пуçланăскер паян кун та хăватне çухатман. 83 теçетке çула хыçа хăварнăскер халĕ те чупса çӳресе ĕçлет. Красноармейскинчи ваттисен /пенсионерсен/ канашĕн президиумĕн секретарĕнче тăрăшать вăл. Аслисен, ачасен пултарулăхне аталантарма пулăшнисĕр пуçне хăй те сăвăсем çырать. Хайлавĕсене пухса çичĕ кĕнеке кăларнă. «Чее хĕвел», «Тавах сана, ман ирĕк шухăшăм», «Шан, ĕнен, юрат», «Пурнăç сукмакĕ», «Чечеклен, тăван ен», ытти кăларăма Трак енре пурăнакансем хапăл туса йышăннă. Вулакансем Клавдия Ильиничнăна Тукайăкĕ хушма ятпа ытларах пĕлеççĕ. Çак ят ăнсăртран тупăннăскер мар. Ăна вăл хăй çуралса ӳснĕ ялпа — Канаш районĕнчи Малти Тукай — çыхăнтарнă. Клавдия Васильева режиссерăн ĕç-хĕлне тĕрлĕ наградăпа чысласа пысăк хак панă. 2016 çулхи пуш уйăхĕнче халăх театрĕ искусствăри çитĕнӳсемшĕн Нестер Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. Поэзири пултарулăхĕшĕн хăйне те Нестер Янкас ячĕллĕ премипе чысланă. Çавăн пекех «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальсемпе хавхалантарнă. Клавдия Ильинична мăшăрĕпе виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Виççĕшĕ те салтака юрăхлă пулнă. Асли — Чернобыльтен инçе мар, вăталăххи Германире, кĕçĕнни Китай чиккинче служба тивĕçĕсене пурнăçланă. Хальхи вăхăтра Сергей ятарлă çар операцине хутшăнать. Ентеше çапăçусенчи хастарлăхшăн орденпа, икĕ хутчен медальпе наградăланă. Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов паттăр ывăл çитĕнтернĕшĕн Клавдия Ильиничнăна «Çĕршыв хӳтĕлевçин амăшĕ» медальпе чысланă.

Мария РОМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.