Чи çӳллĕ картлашка çинче

3 Юпа, 2024

Кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисемшĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри турнира хĕрсемпе хĕрарăмсем те хастар хутшăнаççĕ.

Акă, тĕслĕхрен, Йĕпреç округĕнчи Пучинке хĕрĕ Даяна Бачина 16 çулта чухне, 5 çул каялла, турнира килсе ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех унăн тренерĕ Михаил Петров хĕр спортра сулмаклă утăмсем тăвасса шаннă. Вăл йăнăшман — паянхи кун 21-ри Даяна спорт мастерĕн кандидачĕ. 2019 çулăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, вăл республикăри кире пуканĕ йăтакансен йышĕнче чи лайăххисенчен пĕри пулнă.

Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕр Чăваш патшалăх аграри университечĕн ветеринари медицинипе зоотехника факультетне кĕнĕ. Спорт карьерине вăл малалла тăснă. 1-мĕш курсранах Чулхула облаçĕнче регионсен хушшинче иртнĕ турнира Чăваш Ен команди йышĕнче хутшăннă. Хăйĕн виçе категорийĕнчи хĕрсен хушшинче Даяна пьедесталăн чи çӳлти картлашки çине хăпарнă, абсолютлă чемпион пулса тăнă. 16 килограмм таякан кире пуканне вăл 209 хут йăтнă. Даяна çулленех Раççейри тĕрлĕ хулара иртекен ăмăртусемпе первенствăсене хутшăнса лайăх кăтартусемпе савăнтарать.

СĂМАХ МАЙ

«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир юпа уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Шупашкарта Маунтинбайк центрĕнче ªМускав проспектĕнчи 38В çуртраº иртет. Уяв савăнăçлă лару-тăрура юпан 12-мĕшĕнче 14:30 сехетре уçăлать. Ăмăртусем 10:00 сехетре пуçланаççĕ.

www.hypar.ru Даяна Бачина архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.