«Пучах» уй-хире тухать

26 Авг, 2014

Элĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен хушшинчи культурăпа кану центрĕ çумĕнче темиçе çул ĕнтĕ «Пучах» агитбригада ĕçлет. Культура çулталăкĕнче вăл хăйĕн ĕç-хĕлне тата та лайăхлатнă. Ĕççи вăхăтĕнче хуçалăхсене тухса çÿрессине хăйĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртнă. Çак кунсенче «Пучах» «Авангард» ЯХПКна çитсе килнĕ. Тăхтавпа апат вăхăтĕнче вырăнти артистсем ял ĕçченĕсене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.

Рубрика: