Республикăпа паллаштарать

23 Июл, 2014

"Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству" кĕнекен 14-мĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ун пирки пĕр иккĕленмесĕрех ăнăçлă аталанакан регионăн визит карточки теме юрать. Хăйĕн салам сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак шухăша палăртнă: "Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте, тĕнчене ярса илнĕ глобализаци тапхăрĕнче, пирĕн республикăн несĕлсен тĕлĕнмелле хăй евĕрлĕхне, йăла-йĕркисене, ăс-хакăлне упраса хăвармаллах. Çапла тусан çеç эпир чун тасалăхне çухатмăпăр. Унсăрăн этемĕн пуласлăх çук. Килсе çÿрĕр пирĕн пата... Чăваш Ен - уçă регион".

Кăларăма ЧР Журналистсен союзĕ хатĕрленĕ. Ун ĕçченĕсем Культура çулталăкĕнчи çĕнĕ кĕнекене чунне парса ĕçлени куç умĕнчех. Унпа паллашнă хыççăн пĕр иккĕленмесĕрех " тăван хутлăх историйĕпе паллаштаракан учебник " теме пулать.

"Чăваш Республикин хулисемпе районĕсем" пай пысăк вырăн йышăнать. Унта кашнийĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, вĕсен экономика, инвестици ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартнă.

Кĕнекере тăван тавралăх кун-çулĕ, йăли-йĕрки, ÿнер промысли тата паллă çынсен шăпи çырăннă. Кунтах - ЧР патшалăх влаç органĕсен, музейсен, театрсен тата ыттисен телефонĕсем те.

Рубрика: