Чăваш юрри-ташши - Америкăра

23 Июл, 2014

Уявсемпе çыхăннă шавлă, хаваслă кунсем иртсе кайрĕç. Ача-пăча вĕри хĕвел айĕнче хĕртĕнет, ăшă шывра чăмпăлтатать. Аслисен пысăк пайĕ те канура. Ял çыннисен вара питĕ яваплă тапхăр - ĕççи. Культура ĕçченĕсем вĕсене тĕрлĕ майпа пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ. Меллĕ кашни самантпа усă курма тăрăшаççĕ: механизаторсем е йĕтем çинче ĕçлекенсем канса илнĕ вăхăтра пĕчĕк концерт кăтартма, тĕнчери лару-тăру пирки калаçса илме май тупаççĕ. Культура çулталăкĕнче пуçарулăха тата та вăйлатма кирлине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

Хуларисем те хăйсен ĕç-хĕлне "пушатса" ярас темеççĕ, каникул тата кану вăхăтне пăхмасăр çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Студентсем çамрăксен фестивалĕсемпе конкурсĕсене хутшăнаççĕ, тăван хулана çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Акă Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ çак кунсенче Америкăри Çурçĕр Каролинăра - Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕнче. Эпир пĕлнĕ тăрăх - вăл унта 31-мĕш хут иртет, çак тапхăрта фестивале 100 ытла çĕр-шывран 200 яхăн коллектив хутшăннă. Культура çулталăкĕнче чăвашсем хăйсен пуян йăли-йĕркипе АПШра пурăнакансене, фольклор уявне хутшăнакан вун-вун халăх представителĕсене паллаштарĕç.

Рубрика: