Культура çулталăкне халалланă мероприятисем йышлансах пыраççĕ

29 Мая, 2014

Юлашки тапхăртисенчен пысăк пайĕ, тĕпрен илсен, халăхсен хушшинчи VII Шупашкарти кинофестивальпе çыхăннăччĕ. Тĕп хулари пур кинотеатрта тенĕ пекех иртрĕç унпа çыхăннă ĕçсем. Мероприятисене пин-пин çын çитсе курчĕ. Шупашкарсем çеç мар, Патăрьелсемпе Хĕрлĕ Чутайсем те паллашрĕç кинофестиваль хăнисемпе.

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче библиотека ĕçченĕсене саламларăмăр. Хăйсене халалланă куна вĕсем те Культура çулталăкĕпе çыхăнтарнă. Республика шайĕнче çеç мар, районтисем те маттур библиотекарьсене чысларĕç.

Республика кунĕ çитиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Кăçал ăна Комсомольски районĕнче те паллă тума хатĕрленеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ лапамра Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртĕ. Культура çулталăкĕнче ăна тата та хăватлă курас килет. Аякран пуçтарăнакан йăхташăмăрсене те хамăрăн пултарулăхăмăрпа савăнтарасчĕ, хăйсен юрри-кĕввипе те паллашасчĕ.

Тĕплĕнрех - 3-мĕш страницăра.

Рубрика: