Вăлах - сăвăç, повар, зоотехник...

16 Апр, 2014

Елчĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотекăра Елена Хĕвелпи поэтесса хăнара пулнă.

Елена Васильевна Барская /Блинова/ çак районти Аслă Таяпа ялĕнче çуралнă. Унăн пултарулăхĕ, пурнăç çулĕ, общество ĕçĕ нумай енлĕ, кăсăклă. Тĕрлĕ професси - воспитатель, повар, зоотехник, радиотелефонист тата ытти те - алла илнĕ вăл. Ачаранах ал ĕçĕ тума тата сăвă çырма ăста.

Чылай вăхăт Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçленĕ, çав вăхăтрах зонăри ÿнер конкурсĕсене, фестивальсене хутшăннă. Елена Васильевна хальхи вăхăтра отставкăра. Вăл - Раççей МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕн Ветеранĕсен канашĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ. МЧС çумĕнчи «Пламя» ансамбльте юрлать. Хавхалану килнĕ вăхăтра алла калем тытать.

Культура çулталăкĕнче поэтесса темиçе тĕл пулу ирттернĕ ĕнтĕ. Тăван районĕнче вара ăна уйрăмах ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Рубрика: