Архив

январь 11th

11 Янв, 2014

Тăван ялăн тĕтĕмĕ те тутлă

«Пирĕн ялтан илемлĕ вырăн çут тĕнчере çуках пуль», - ачамсемпе çул çинче шăкăл-шăкăл калаçкаласа пыратпăр. Тăван тăрăхалла çывхарнă май хавхаланнипе кашнинчех чĕрем тапăлтама тытăнать. Çĕнĕ çул умĕн пушшех те кăмăлăм савăк. Кил патне çитиех асфальт сарнă та кирек епле çанталăкра та чарăнуран икĕ çухрăма яхăн утасси те хăратмасть пире. «Шкула çÿресе кашни кун çак çула парăнтарнă эпир, çурран утни - усăллă, сывлăшĕ те техĕмлĕхĕ», - уйрăмах çулла, пĕчĕк вăрман тăрăх утнă май, йăпататăп хĕрĕмсене.

11 Янв, 2014

Чăрăш тавра... укçалла

Вĕренÿ учрежденийĕсенче тăтăшах тĕрлĕ конкурс иртет. Пĕрне пĕлĕшĕн хĕр пĕрчийĕ те хутшăнма тĕллев тытнă. Вăл, Шупашкарти садике çÿрекенскер, Çĕнĕ çул темипе тăрăшсах ÿкернĕ. Анчах воспитатель хĕр ачан амăшне маларах асăрхаттарнă - конкурса хутшăнас тесен 70 тенкĕ тÿлемелле. Пĕчĕк художниксене кашнинех сертификатпа хавхалантараççĕ. «Ăна туянни пулчĕ ĕнтĕ, юрĕ-ха, чăрмантармĕ», - йăпатать хăйне пĕлĕшĕм. Чăнах та, халĕ садик ÿсĕмĕнчисенех портфолио пур, ача шкултан вĕренсе тухиччен хулăнлансах каять вăл.

11 Янв, 2014

Чи пылак сăмахăм сан валли - вулаканăм!

 Аван-и, тусăмсем! Çĕнĕ çул саламĕпе васкать сирĕн пата “Чăваш хĕрарăмĕн” черетлĕ номерĕ. Чунран уяв кăмăлĕ сирĕлсе пĕтмен-ха, çак кунсенче çитнĕ ырă хыпар вара татах та хăпартлантарать - ара, пирĕн çемьере йыш хушăннă! Çук-çук, ача çуратса демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси пирки сăмах хускатмарăмăр хальхинче - “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илсе вулама кăмăл тунисен йышĕ ÿснĕ. Кама савăнтармĕ-ха ку? Çулран-çул пирĕн хаçатпа çыхăну тытакансене, кашни ултă уйăхрах почтальонпа тĕл пулса шăпах “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илекенсене чунтан тав тăватпăр!

11 Янв, 2014

Туссене мулпа улăштарас çук

«Халĕ хаçат мĕнле кăларнине пĕлтĕмĕр ĕнтĕ», - теççĕ пирĕн вулакансем. Çапла-çапла, çак сăн ÿкерчĕк туххăмрах «Чăваш хĕрарăмĕнче» пичетленчĕ. Александровсем пирĕн кăларăмпа тахçанах туслашнă. Унсăр пуçне кил хуçи арăмĕ Шупашкар районĕнчи Шăнкасри амăшне Зоя Прокопьевнăна Çĕнĕ çул ячĕпе «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнса панă.

11 Янв, 2014

Паянхи вĕрентĕвĕн ыранхи усăлăхĕ çинчен

Çулталăк вĕçĕнче кирек мĕнле тытăмра та ĕçе пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче вара - вĕсемпе тĕревленсе малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ. Ĕнер ЧР Правительство çуртĕн¬че иртнĕ «çавра сĕтел» те çирĕплетрĕ çакна.

11 Янв, 2014

Çĕр пин юрă пурах-ши?

Юрăллă-кĕвĕллĕ, ташăллă, такмаклă Çĕнĕ çул уявĕ те, Раштав та хыçа юлчĕç. Анчах хальхи вăхăтра чăнласах юрăллах-ши вĕсем? Е ĕçкĕ-çикĕллĕ кăна-ши? Çак ыйтусем тавра сăмах пуçарассăм килет паян. Раштав уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче ачасен ăлкинче пулма тÿр килчĕ. Халĕ ăна пирĕн вăхăтри /иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсем/ пек шкулта ирттермеççĕ, хулари культура керменĕсенче е кафесенче йĕркелеççĕ. Çакна пушар тухасран сыхланнипе сăлтавлаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ пире хапăл пулчĕ. Кунта кашни кунах уйрăм пĕлÿ çурчĕ валли ăлка пулать.

11 Янв, 2014

Елена Малышева патĕнче - хăнара

Çĕнĕ çул умĕн Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕн хастарĕсем Елена Малышева Пĕрремĕш каналпа ертсе пыракан «Жить здорово!» кăларăмри «Наци кухни тата апат-çимĕç» рубрикăра ÿкерĕннĕ.

11 Янв, 2014

Асăрханăр: пăр çÿхе!

Хĕл иккĕмĕш уйăх хуçаланать пулин те урамра сивĕ мар. Сывлăш температури кăнтăрла та, çĕрле те нуль градуса çывăх. Çавна пула юхан шывсемпе кÿлĕсенчи пăр çÿхелсе пырать. Паянхи кун тĕлне пăр хулăнăшĕ нумай çулти вăтам кăтартуран икĕ хут çÿхерех. Тĕслĕхрен, Атăлта, Шупашкарти «Заовражное» микрорайон, Муркаш районĕнчи Ильинка çывăхĕнче, вăл 14 сантиметрпа танлашать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кушник ялĕ таврашĕнче - 12 сантиметрпа /кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне/.

11 Янв, 2014

Пĕрлехи вăйпа

Хăйсен ĕçне чунпа парăннă, ăсталăха куллен туптаса пыракан вĕрентекен сахал мар пирĕн хутлăхра. Вĕсенчен пĕри - Элĕк салинчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ паракан Тамара Чашкова. «Эпĕ учитель çемйинче çуралнă. Атте Ехремкассинчи вăтам шкулта 40 çул ытла рисованипе черчени вĕрентнĕ. Асаннепе кукаçи кун-çулне воспитани ĕçĕпе çыхăнтарнă. Мăн кукаçи çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче чиркÿ шкулĕнче ачасене вулама-çырма хăнăхтарнă. Унăн тăватă ывăлĕ те - учитель.

11 Янв, 2014

Пысăк пархатар

Ваçкă Романовăн ачалăхĕ йывăр пулнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскере кукашшĕпе мăн аккăшĕ пăхса ÿстернĕ. Тăнлă пуçлăскер Вăрнар районĕнчи Çĕрпелти шкул хыççăн малалла пĕлÿ илме тантăшĕсемпе тăватă çухрăмри Уравăша çÿренĕ. Пурнăç çулне суйласси ăнсăртран килмен. Вĕсен анкарти хыçĕнче патшалăхăн сортсене тĕрĕслекен сăнав участокĕ вырнаçнă. Агрономсен ушкăнне ертсе пыракан Алексей Ушмарин хăйсем патне час-часах пыракан, ыйтса пĕлме юратакан çамрăка кăмăлланă. Алексей Иванович ăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне кĕме сĕннĕ, агрономи наукин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.

Страницы