Пĕрлехи вăйпа

11 Янв, 2014

Хăйсен ĕçне чунпа парăннă, ăсталăха куллен туптаса пыракан вĕрентекен сахал мар пирĕн хутлăхра. Вĕсенчен пĕри - Элĕк салинчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ паракан Тамара Чашкова. «Эпĕ учитель çемйинче çуралнă. Атте Ехремкассинчи вăтам шкулта 40 çул ытла рисованипе черчени вĕрентнĕ. Асаннепе кукаçи кун-çулне воспитани ĕçĕпе çыхăнтарнă. Мăн кукаçи çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче чиркÿ шкулĕнче ачасене вулама-çырма хăнăхтарнă. Унăн тăватă ывăлĕ те - учитель. Кун пек чухне эпĕ хăш профессие суйласа илме пултарнă-хаQ Паллах, пурнăçра вĕсен ĕçне малалла тăсасси пирки ĕмĕтленнĕ. 6-7 çулта чухнех асанне Александра Матвеевна /хĕр чухнехи хушамачĕ - Золотова/ хăйĕнпе пĕрле урока илсе каятчĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухнăскер тивĕçлĕ канăва тухичченех учитель тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ. Вăтам шкула «пиллĕк» паллăсемпе пĕтерсе Шупашкарти педагогика институтне çул тытрăм, диплом илсен тăван ене таврăнса салари шкула вырнаçрăм. Унтанпа 31 çул хыçа юлчĕ», - тет Тамара Георгиевна. Пĕлтĕр ăна Раççей Президенчĕн гранчĕпе чысланă. Наградăна тивĕç пулнинче çывăх çыннисен, ĕçтешĕсен, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн тÿпи пур тесе шухăшлать Тамара Чашкова. Тĕрĕссипе вăл тĕрлĕ конкурса чылайранпа хутшăнать. 2007 тата 2008 çулсенче республика шайĕнче проектсем хатĕрлесе икĕ грант çĕнсе илнĕ, 2008 тата 2011 çулсенче методика ярмăрккинче пĕрремĕш вырăна тухнă, пĕлтĕр Мускаври «Шкул умĕнхи хальхи вĕренÿ. Теорипе практика» журнал ирттернĕ конкурс лауреачĕ пулса тăнă. Юлашки вăхăтра Элĕк шкулĕ федерацин Вĕренĕве аталантаракан институчĕн /Мускав хули/ сăнав лапамĕ шутланать. Çавна май çĕр-шывăн тĕп хулинче хăйсен опычĕпе паллаштарма тивнĕ ăна. Методистсемпе, учебниксен авторĕсемпе пĕрле ĕçлесе пухнă опыт, вĕсен сĕнĕвĕ-канашĕ ентешĕмĕре чылай пулăшнă. Вĕсене ăша хывса ачасене шкула кайма хатĕрлемелли икĕ пособи /«Манăн пĕчĕк пÿрнесем - кăранташăн тусĕсем» тата «Кăранташпа туслашар»/, вулама вĕрентмелли хăнăхтару пуххи, пĕлÿ хаклавĕн тесчĕ, дидактика кăларăмĕ, вĕрентекенсем валли методика кĕнеки пичетлесе кăларнă. Чăваш шкулĕн программин наци тата регион компонентне пуянлатас тĕллевпе Тамара Георгиевна электрон кĕнеке чылай хатĕрленĕ. Вĕсене калăплама мĕн хистенĕ-хаQ Ачасене чăвашла вĕренме илĕртÿллĕрех пултăр тени паллах. Пысăк ĕçе пĕччен тума йывăр. Çитĕнĕвĕсене те хăй тăрăшнипе çĕнсе илнĕ тесшĕн мар - электрон пособисене калăплама, вĕсене кун çути кăтартма ĕçтешĕсем куллен пулăшаççĕ. Вĕренÿ кĕнекисен авторĕсем усăллă сĕнÿ парса йăнăш тăвассинчен асăрхаттараççĕ. Чăваш шкулĕн пуçламăш класĕсем валли методика пособийĕ, вĕренÿ кĕнеки çитменни вăрттăнлăх мар. Çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн ачасен хăйсен ĕçне хаклама пĕлмелле, анчах ку енĕпе материал сахал. Электрон мелпе хатĕрленĕ вариант çук. Çавăнпа педагогăн пуçламăш классем валли дидактика материалĕ кăларас кăмăл пур. «Мультитворчество» кружока çÿрекенсене виççĕмĕш çул мультфильм калăплама хăнăхтараканскер çывăх вăхăтрах çав хайлавсен сăнарĕсене чăвашла «калаçтарма» ĕмĕтленет. Олег Кульев

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.