Комментировать

11 Янв, 2014

Чи пылак сăмахăм сан валли - вулаканăм!

 Аван-и, тусăмсем! Çĕнĕ çул саламĕпе васкать сирĕн пата “Чăваш хĕрарăмĕн” черетлĕ номерĕ. Чунран уяв кăмăлĕ сирĕлсе пĕтмен-ха, çак кунсенче çитнĕ ырă хыпар вара татах та хăпартлантарать - ара, пирĕн çемьере йыш хушăннă! Çук-çук, ача çуратса демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси пирки сăмах хускатмарăмăр хальхинче - “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илсе вулама кăмăл тунисен йышĕ ÿснĕ. Кама савăнтармĕ-ха ку? Çулран-çул пирĕн хаçатпа çыхăну тытакансене, кашни ултă уйăхрах почтальонпа тĕл пулса шăпах “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илекенсене чунтан тав тăватпăр! Эсир пире шанни, туслă çыхăнăва татманни татах та хавхаланса ĕçлеме пулăшать, яваплăх туйăмне ÿстерет, районтан района, ялтан яла кăна мар, кÿршĕ облаçсемпе республикăсене те çитсе хыпар пуçтарма, унпа сире, хаклă вулаканăмăрсем, паллаштарма хăвалать. Малашне те çаплах пултăрччĕ. “Чăваш хĕрарăмĕн” çемйи ан чактăрччĕ. Яланхи вулаканăмăрсем асăрхарĕç пулĕ - тинех Чăваш Республикинче çуралакансен йышĕ пурнăçран уйрăлаканнисенчен ытларах. Апла тăк вĕсем те - çĕнĕ кайăксем - кăштах ÿссен пирĕн хаçатра хăйсене кирлине тупса вуласса шанас килет. Ăруран ăрăва ырă йăла куçса пырсан эпир, ЮНЕСКО хăратнă пек, çĕр çинчен пачах çухалас хурăшлăха сирме пултарăпăрах. Çырăнтару кашни тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвне чăтайми кĕтетĕп - чи малтанах аякри тăвансен кăтартăвĕпе кăсăкланатăп: мĕнле унта вĕсем, чăвашла вулама манса пымаççĕ-и, анне чĕлхине пăрахăçа кăлармаççĕ-и? Çук! Маххă памаççĕ йăхташăмăрсем! Хăйсем тăван кĕтесрен аякра тĕпленсе мĕнле пурăнни çинчен те çырсах тăраççĕ, хаçата çырăнса илме те манмаççĕ. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи тăванăмăрсене савăнтарать “Чăваш хĕрарăмĕ”. Алтай крайĕнчи 1 çемьене çитет вăл, Краснодар тăрăхĕнче пирĕн хаçата 3 экземпляр сараççĕ, Красноярскра ăна 10-ăн кăмăлланă, Пермь тăрăхĕнче 1 кил-йыш чăваш хыпарĕсене пирĕнтен пĕлсе тăрĕ. Яланхи пекех тĕрлĕ облаçе çул хывать хĕрарăмсен кăларăмĕ: Владимирта - 1, Волгоградра - 5, Ивановăра - 2, Иркутскра - 4, Калугăра - 1, Кемĕрте - 7, Курганта - 1, Мускавра - 2, Чул хулара - 3, Новосибирскра - 1, Эрĕнпурта - 4, Пензăра - 2, Ростовра - 2, Самарта - 41, Сарă тура - 4, Тверьте - 3, Томскра - 1, Тулăра - 1, Тюменьре - 9, Челябинскра - 1, Чĕмпĕрте - 62, Ярославльте - 2 экземпляр. Йăхташăмăрсем таçта çитиех саланнă, анчах çуралнă кĕтес пурнăçĕпе кăсăкланма пăрахмаççĕ - çакă пархатарлă. Пушкăртра тĕпленнĕ тăванăмăрсем пирĕн хаçата 74 экземпляр çырăнма кăмăл тунă, Дагестан Республикинче - 2, Мари Элта - 1, Мордовире - 1, Тутарстанра - 225, Чечен Республикинче - 1. Çĕр-шыв тĕп хулине Мускава та çул хыврĕ “Чăваш хĕрарăмĕ” - хальлĕхе 1 экземпляр. Мĕн тери анлă географи! Аякри тăван яланах лайăх. Уншăн чун тунсăхлать, ун валли - чи лайăххи, чи пылакки, чи ырă сăмах та - уншăнах... Çывăхри вара яланах тенĕ пек алă айĕнче. Чупса пырса калаçма та май пур унпа, курас килнĕ чух çула ĕрĕхтерсе тухма та часах. Çывăхра пулнипех, тен, пире те вĕсенчен ытларах лекет... Çапах та тĕрĕс сăмах шыраса “Чăваш хĕрарăмнех” суйлани кăмăла çĕклет. Çĕмĕрле тăрăхĕнче пирĕн кăларăмпа 491 çемье туслашма кăмăл тунă, Муркашра - 1071, Вăрмарта - 448, Çĕрпÿре - 891, Шупашкарта - 634, Улатăрта - 72, Елчĕкре - 1105, Канашра - 1043, Вăрнарта - 668. Йыш мĕн чухлĕ пысăкрах - хăват та çавăн чухлĕ ытларах кĕрлесе тăрать. Туслăхра çеç вăй упранать. Тепĕр хут тав тăватпăр сире, тăванăмăрсем! Çулталăкĕпех сирĕн ĕçсем ăнса пыччăр. Палăртнине яланах пурнăçа кĕртмелле пултăр. Телейпе юрату çул кăтартса пыччăр! “Чăваш хĕрарăмĕн” редакцийĕ ячĕпе хаçат редакторĕ Маргарита ИЛЬИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.