Комментировать

11 Янв, 2014

Чăрăш тавра... укçалла

Вĕренÿ учрежденийĕсенче тăтăшах тĕрлĕ конкурс иртет. Пĕрне пĕлĕшĕн хĕр пĕрчийĕ те хутшăнма тĕллев тытнă. Вăл, Шупашкарти садике çÿрекенскер, Çĕнĕ çул темипе тăрăшсах ÿкернĕ. Анчах воспитатель хĕр ачан амăшне маларах асăрхаттарнă - конкурса хутшăнас тесен 70 тенкĕ тÿлемелле. Пĕчĕк художниксене кашнинех сертификатпа хавхалантараççĕ. «Ăна туянни пулчĕ ĕнтĕ, юрĕ-ха, чăрмантармĕ», - йăпатать хăйне пĕлĕшĕм. Чăнах та, халĕ садик ÿсĕмĕнчисенех портфолио пур, ача шкултан вĕренсе тухиччен хулăнлансах каять вăл. ЧР Вĕренÿ министерстви ирттернĕ пресс-конференцисенче те унăн пĕлтерĕшне пысăка хурса калаçнине пĕрре мар илтнĕ. «Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕ пекех, вăл та аслă шкула кĕмешкĕн витĕм кÿрĕ», - тенĕччĕ унта. Портфолио вĕренекен шкул тата общество пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине, унăн пултарулăхне уççăн кăтартать. Шкулта та тÿлевлĕ олимпиада сахал мар. Пурте тÿлевлĕ: кĕçĕн классен вăтамран - 70-100, аслăраххисен 300 тенкĕ кăларса хума тивет. Çакăншăн кăмăлсăрланнă ашшĕ-амăшĕ те ыйтăвăн хуравне шыранă. ЧР Вĕренÿ министерствин сайтĕнче вĕсене çапла пĕлтернĕ: «Пĕтĕм Раççейре иртекен предмет олимпиадисем кирек хăш тапхăрта та тÿлевсĕр иртмелле. Кунсăр пуçне урăх шайри олимпиадăсем те йĕркелеççĕ. РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн унта хутшăнакансен укçа тÿлемелле мар», - тенĕ. Анчах та асăннă ведомство коммерци олимпиади пуррине те хирĕçлемест, вĕсем министерство ячĕпе иртмеççĕ, унта пĕлĕве тĕрĕслесси - ачан тата ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕ. «Тÿлевсĕрри пирки эпир кайран, олимпиада вĕçленсен, кăна сиссе юлатпăр. Шкулта пĕлтерÿ те, график та çук. Тÿлевлисем пирки çийĕнчех пурте пĕлеççĕ», - каласа панăччĕ пĕр пĕлĕшĕм. Тин кăна шкулсенче Çĕнĕ çул уявĕ кĕрлесе иртрĕ. Тĕлĕнмелле те, вĕсем те - укçалла. Эпир ача чухне пĕр уйăх малтан хатĕрленеттĕмĕр уява. Кÿкеçри 1-мĕш шкулта кĕçĕн класра вĕренекен тĕпренчĕкрен: «Мĕнле çĕнĕ юрă-ташă вĕрентĕр-ха?» - тесе кăсăклансах тăтăм. Хуравĕ тĕлĕнтерчĕ - нихăшне те ăса хывман иккен. Ача садĕнче чухне чăрăш тавра çаврăнса саркаланнине манман-ха ĕнтĕ. Халĕ вара уява кайма 100 тенкĕ илсе пымалла-мĕн. Юмахри сăнара çаврăннă аниматорсем хăйсемех ачасене юрлаттараççĕ, вăйă выляттараççĕ... 2012 çул вĕçĕнче те çав тĕллевпех 80 тенкĕ пуçтарнăччĕ. Зала харăсах виçĕ-тăватă класа, ытларах та-и тен, кĕртрĕç. Çавăн пысăкăш йыша çаврăнма та, ташлама та хĕсĕк. Вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те кăмăлсăр. «Пире ку уяв тивĕçтермерĕ, ачасем шкулăннех хутшăнччăр», - терĕç пĕр саслăн пулса. Тепĕр кун каллех капăр çи-пуç йăтса кайрăмăр. Хальхинче - тÿлевсĕрех. Аслă класра вĕренекенсем ĕнерхи артистсенчен пĕрре те кая мар савăнтарчĕç кĕçĕн класри шăпăрлансене. «Хальхинче пĕлтĕрхи пек тумăпăр, ачасене тăвăр пулмĕ», - çапла кăмăла çавăрчĕç те, чăнах та, хĕрĕм хавхаланса таврăнчĕ. Ялта та чăрăш тавра укçалла утнă, аппа ывăлне 100 тенкĕ тыттарса янă. Пурте параççĕ те - çынран юлаймăн-çке. «Манăн ача уява каясшăн мар, эпир пымастпăр. Мĕншĕн тÿлемеллине документпа çирĕплетĕр-ха», - пĕлтернĕ пĕри директор пÿлĕмне кĕрсе. «Апла тăк ачăр вĕренме килтĕр... Унсăрăн йĕрке хуралçисемпе калаçма тивĕ сирĕн», - хуравланă яваплă должноçри. Уяв вырсарни кун иртнĕрен пĕлĕшĕм ачине шкула яман. Садик теми патне тепĕр хут таврăнас килет. Акă ĕнер кăна воспитатель укçа пухрĕ - оператор /кам чĕннĕ ăна, пĕлеймерĕм/ ушкăн уявне видеопа ÿкернĕ. Диск хакĕ - 250 тенкĕ. Тата вĕçĕмех сăн ÿкерекенсем те йăлăхтарсах çитерчĕç: компьютер ятарлă программипе усă курса ачана «тумлантараççĕ» е чăнласах пĕр-пĕр çи-пуç тăхăнтартса тĕрлĕ сюжет ÿкереççĕ. Кайран сăн ÿкерчĕке хаклă хакпа сĕнеççĕ. 10х15 форматли, сăмахран - 150 тенкĕ. Вăйпа туянма никам та хистемест те, çапах та тĕпренчĕк умĕнче тÿрре тухма тивет-çке... Кашни эрнерех юмахшăн 60-шар тенкĕ тÿлени пирки шарламăп, куншăн савăнатăп кăна - спектакль ачан тавра курăмне анлăлатать-çке. Çапах та пахалăхсăр шоу тесен кăмăлăм çаврăнмасть. Анчах ачана ыттисенчен уйăрса хăварас килмест. Аслисен укçа çуккишĕн вăл айăплă-и вара? Алина ИЗМАН

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.