Туссене мулпа улăштарас çук

11 Янв, 2014

«Халĕ хаçат мĕнле кăларнине пĕлтĕмĕр ĕнтĕ», - теççĕ пирĕн вулакансем. Çапла-çапла, çак сăн ÿкерчĕк туххăмрах «Чăваш хĕрарăмĕнче» пичетленчĕ. Александровсем пирĕн кăларăмпа тахçанах туслашнă. Унсăр пуçне кил хуçи арăмĕ Шупашкар районĕнчи Шăнкасри амăшне Зоя Прокопьевнăна Çĕнĕ çул ячĕпе «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнса панă. Людмила Геннадьевна хулара çитĕннĕ пулин те чăвашла таса калаçать. Александр Вячеславовичпа иккĕшĕ 26 çул пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Мăшăр пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Валентина Скворцова çак хаçата пĕрре ларсах вуласа тухнине пытармарĕ. «Калем ăстисем кирек хăш статьяна çăмăл чĕлхепе çырни уйрăмах килĕшет», - палăртать вăл. Ахальтен мар Валентина Геннадьевна шăмат кунсерен почтальон килессе чăтăмсăррăн кĕтет. Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.