Архив - Тантăш

январь 15th

15 Янв, 2015

Кашни самант, хускану - сăнÿкерчĕкре

Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕнче фотопĕрлешÿсен ертÿçисен тата сăнÿкерÿпе кăсăкланакан çамрăксен республика семинарĕ иртрĕ. Çак шкултан вĕренсе тухнă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Степанович Клочков ку хутĕнче ăна хăйĕн тăван шкулĕнче ирттерес тенĕ. Мероприятие кĕçĕн классен вĕрентекенĕ, республикăри учительсен хушшинче иртекен «Ырăлăх педагогики» фотоконкурса çулсерен хутшăнакан Майя Германовна Шуверова ертсе пычĕ.

15 Янв, 2015

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ

чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа кăçал 125 çул çитнине халалласа «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сăмахлăхпа ÿкерÿ пултарулăхĕн конкурсне ирттерессине пĕлтереççĕ.

Конкурс тĕллевĕсем:

15 Янв, 2015

Николай ЫДАРАЙ: «Ытларах ачасем валли çырма юрататăп»

Тивĕçлипе каланă сăмах. Пултарулăхне пĕтĕмпех вĕтĕр-шакăра халалланă. Хайлавĕсене вуласа шăпăрлан чĕрчуна, кайăк-кĕшĕке, чечеке уйăрать. Ĕçе, йĕркене хăнăхать. «Савăк вăхăт» кĕнекине мĕн пĕчĕкрен ăша хывнăран авалхи ырă йăла манăçмасть. Вăл пухса хатĕрленĕ «Сăпка юррисем» кĕнеке чăвашлăха упрать.

15 Янв, 2015

Анне пурри - телей

«Хĕрача амăшĕ çумне çыпçăнать, арçын ача - ашшĕ патне», - тесе ахальтен каламан-тăр. Паллашар-ха çиччĕмĕш класра вĕренекенсен сочиненийĕсенчи шухăшсемпе. Çакăн пек йĕркесем шăрçалаççĕ вĕсем хăйсен юратнă çыннисем çинчен. Кашнинчех вĕсен ăшă-ăшă туйăмĕ палăрать.

15 Янв, 2015

«Ăсталăха кашни кун туптамалла»

Кунта пĕлÿ илекенсем кĕçĕн класранах спортпа туслашаççĕ. Мĕн шкултан вĕренсе тухиччен пырать ку туслăх. Малашлăхра нумайăшĕ чăн-чăн спортсмен та пулĕ-и, тен?

декабрь 25th, 2014

25 Дек, 2014

Çĕнĕ çул ячĕпе, туссем!

Çывхарса килекен Çĕнĕ 2015 çула эпĕ паян та ача чухнехи пекех савăнса та хăпартланса кĕтсе илес тĕллевлĕ. Килте чăрăша тĕрлĕ теттепе илемлетсе капăрлатнă та ĕнтĕ. Вăл уяв каçхине йăлтăртатса çуталĕ, пурне те телей, савăнăç парнелес тенĕн вун-вун тĕспе çиçĕ.

25 Дек, 2014

Хĕл Мучи парни халĕ те асра

Хĕл çитрĕ. Çĕнĕ Çул уявĕ çывхарать. Анне ун чухне ялти почтăра почтальонкăра ĕçлетчĕ. Вăл мана: «Хĕл Мучи патне почта урлă хăвăн ĕмĕтÿсем пирки çырма пулать», - тесе каларĕ. Эпĕ савăнсах кайрăм. Конверт туянтăм та Хĕл Мучи патне çыру шăрçалама пуçларăм. Ăна уяв ячĕпе саламларăм, хама Çĕнĕ çул ячĕпе пультлă машина парнелеме ыйтрăм. Çырăва аннене патăм, вăл ăна почта ешчĕкне кайса ячĕ. Парне кĕтме пуçларăм. Кĕтетĕп-кĕ-тетĕп, парне çук та çук. Эрне те иртсе кайрĕ, икĕ эрне те. Темиçе эрнерен хамах почтăна кайса пăхма шутларăм. Оля аппа мана: «Сан ятпа посылка килнĕ», - терĕ.

Страницы