«Ăсталăха кашни кун туптамалла»

15 Янв, 2015

Кунта пĕлÿ илекенсем кĕçĕн класранах спортпа туслашаççĕ. Мĕн шкултан вĕренсе тухиччен пырать ку туслăх. Малашлăхра нумайăшĕ чăн-чăн спортсмен та пулĕ-и, тен?

Пикесем те физкультура урокне пуринчен ытла кăмăллаççĕ. Ара, волейбол тесен каçсах каяççĕ-çке вĕсем. Шкулăн пĕрлештернĕ волейбол командинче хастаррăн выляканскерсем яланах ăмăртура тупăшма хатĕр.

Ксюша Александрова, Настя Ильина, Оля Антонова, Олеся Миронова, Света Иванова, Дианăпа Ксюша Скворцовăсем, Настя Николаева тата Лиза Канева уроксем хыççăн тÿрех спортзала çул тытаççĕ. «Вăйă ăсталăхне кашни кун туптамалла. Вара çĕнтерÿ пире нумай кĕттермĕ», - теççĕ хĕрсем хавхалануллăн. Пур ăмăртăва те тĕплĕн хатĕрленеççĕ вĕсем. Ку ĕçре пикесене Надежда Николаевна Васильева тренер пулăшать. Çĕнĕ хусканусем кăтартать, тĕрлĕ сĕнÿсем парать. Волейбол команди тупăшуран çĕнтерÿ-пе таврăнсан мухтать, малалла ăнтăлма хавхалантарать. «Выляса ярсан вара?» - тесе ыйтсан: «Лăплантарать. Тепрехинче ăнăçу пирĕнпе пуласса ĕнентерет», - хуравларĕç пĕр харăс хастарсем.

Чи малтанахи тренерне, Олег Иванович Васильева та манмаççĕ вылявçăсем.

- Вăл питĕ лайăх ăнлантаратчĕ. Волейбол вăййин вăрттăнлăхĕсене шăпах вăл уçса пачĕ пире. Эпир Олег Ивановича пысăк тав сăмахĕ калатпăр, - ăшă сăмахсемпе аса илеççĕ ачасем вĕрентекенне.

Тренерсен ăста вĕрентĕвне, вылякансен тăрăшулăхне пула шкулăн пĕрлештернĕ волейбол командин пухма- чĕнче икĕ ылтăн, пĕр пăхăр, пĕр кĕмĕл медаль пур.

Республика шайĕнчи ăмăртура та малти вырăна тухнă. Волейболла çеç мар, баскетболта та ăста çак пикесем. Арçын ачасемпе тан мечĕке карçинккана ывăтса кĕртме пултараççĕ.

Спортра та, вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те маттурлăхĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ вĕсем. Кашниех мĕнпе те пулин уйрăммăн та кăсăкланать. Оля, сăмахран, сăвă çырать. Ÿкерме те кăмăллать. Пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарма шут тытнăскер интернетран уроксем илсе гитарăпа та калама вĕренет.

Тăватă çул музыка шкулне çÿресе баян ăста калама вĕреннĕ Ксюша вара питĕ пуçаруллă хĕрача. Ахальтен мар-тăр çулсерен иртекен «Зарница» вăйăра ăна кашнинчех капитан пулма шанаççĕ. Çаврăнăçуллăскер хăйĕн командине тĕрлĕ пăтăрмахсене çĕнтерсе малти вырăна тухма кăмăлтан хавхалантарать.

Лиза та юрă-кĕвĕпе туслă. Вăл та музыка шкулне чылай вăхăт çул такăрлатнă. Тăрăшни куçкĕрет. Баян тата фортепьяно ăста калать вăл. Тен, малашнехи пурнăçне те юрă-кĕвĕпе çыхăнтарĕ. Сывлăх çеç пултăр. Куншăн вара Лиза тăрăшать. Çăмăл атлетикăпа, хăвăрт утассипе, ишессипе кăсăкланать. Ăмăртусене те хаваспах хутшăнать. Хăй Сыктывкар хулинчен куçса килнĕ пулсан та чăвашла чип-чиперех калаçать. Чăннипех тĕлĕнтерчĕ вăл пире. «Чăвашла лайăх калаçма мĕнле вĕрентĕн?» - тесен вăл: «Тантăшсем пулăшаççĕ», - терĕ йăл кулса.

Çак хастарсен йышĕ туслă пулни, пĕр-пĕрне пулăшни ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. «Тантăш» вулаканĕсене те вĕсем спортпа туслă пулма, лайăх вĕренме, кĕнеке нумай вулама сунаççĕ.

Нина ЦАРЫГИНА.

Канаш районĕ,

Пайкилт шкулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.