Архив - 29 Мар, 2018 - Тантăш

29 Мар, 2018

Кану лагерĕн эмблемине ÿкернĕ

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче ачасен канăвне йĕркелекенсен республикăри 1-мĕш форумĕ иртрĕ. Унта кану лагерĕн эмблемине [логотипне] ÿкерсе дипломсене палăрнă ачасене чысларĕç. 138 ĕçрен 11-ĕшĕ чи лайăххисен йышне кĕнĕ.

29 Мар, 2018

Пĕрремĕш утăм

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Студентсен науки — академи ăслăлăхĕн алăкне уçассишĕн тунă пĕрремĕш утăм» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.
Унта аслă шкулăн районсенчи 10-мĕш тата 11-мĕш агрокласĕсенче вĕренекенсем те пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Инженери факультечĕ А.Н.Крылов академик çуралнăранпа 155 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ секцире вĕсем хатĕрленĕ 7 доклада итленĕ. Екатерина Павловăпа Михаил Убан тĕпчевĕсем — чи лайăххисем. Вĕсене конференци дипломĕсене парса хавхалантарнă.

29 Мар, 2018

Пĕр килограмм канфет çиессишĕн

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ — нумай çĕршывра кулăш кунĕ шутланать. Раççейре ăна 1701 çулта пуçласа паллă тунă. Çавăнтанпа çынсем çав кун шÿтлеççĕ, савăнаççĕ, пĕр-пĕринчен тăрăхлаççĕ — шăнман пăр çине лартса яраççĕ.