- Чăвашла верси
- Русская версия
Ачасен тусĕ
Михаил Мерченĕн литературăри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай калама кирлĕ мар — пĕтĕмпех куç умĕнче. Кашни кĕнекине алла тытсан хальхи пурнăçăн чăн-чăн таппине куратăн. Пурнăç улшăнса пынин тĕрлĕ самантне вăл тĕп-тĕрĕс ÿкерсе çитес ăру валли яланлăха кĕнекене хывма тăрăшать.
Тĕнчен тем сарлакăш, тем тарăнăш кĕнеке çÿпçи анинченех тулса çитнĕрен чи паха кĕнекесем çÿп-çап контейнерне тăкăнма пуçларĕç: Толстой, Шекспир, Дюма… Никама та кирлĕ мар тейĕн. Апла пулин те Мерченĕн кĕнекисене халăх вулать-ха. Унăн «Сарă Роза» кĕнеки Интернетра чи вуланаканнисен йышне кĕнĕ. «Хумлă Атăл», «Шурă парăс» та библиотекăсенче тусанпа витĕнсе выртмаççĕ.
Михаил Мерченĕн биографине вулама кирлĕ те мар, ăна унăн хайлавĕсенчен пĕлме пулать. Ку тĕлĕшпе вăл çапла çырнă: «Эпĕ — писатель. Çак кĕске сăмахпа хам çинчен пĕтĕмпех каларăм». Хăйĕн кăмăл-туйăм туртăмне е роман, е повесть, е сăвă йĕркисенче уçăмлăн палăртать; пурнăçăн ытарайми илемне кĕрен-сенкер призма витĕр курать.
Тÿпере — сенкерлĕх,
Чечексем — çĕр çинче…
Мĕнешкел илемлĕ,
Эп юратнă тĕнче!
Михаил Мерчен вăрçа çав тери кураймасть. «Çĕр çинчи чи хăрушă инкексенчен пĕри вăл — вăрçă», — тет. Илеме витĕрех куракан çыравçă çакна «Хумлă Атăл» романĕнче чăн пулнине куç умне ÿкерсе кăтартнă. Лирик поэт çĕр çинче пурăнма çут çанталăк мĕн панине пĕтĕмпех савать: «Тал пиçен те маншăн чечек пекех ырă», «Çут тĕнче чечекпе витĕнсен те пуç таятăп ура тусанне».
Мерчен пĕчĕк ачасене те манмасть. Вĕсене валли вăл «Шурă парăс» сăвă кĕнеки пичетлесе ырă парне турĕ.
Писатель поэма та, пьеса та çырнă. Çав хайлавсен сăнарĕсем пурте — паянхи пурнăç çыннисем. Хальхи вăхăтри пурнăç таппине тĕрĕссĕн ÿкерсе кăтартма уйрăмах йывăр пулин те Мерчен хальхи, паянхи çамрăксен шухăш-кăмăлне, ĕç-хĕлне уçăмлатассинчен пăрăнса иртмест. Малалла вулас...
Комментировать