Архив - 15 Мар, 2018 - Тантăш

15 Мар, 2018

«Манăн çăкăр çиес килетчĕ»

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕн сцени çинче тĕрлĕ спектакльти тĕрлĕ роле чунпа кĕрсе, парăнса куракана савăнтаракан Наталья Ахмед [Шамбулина] паян пирĕн рубрикăн хăни.

15 Мар, 2018

Пуласлăх профессионалĕсем

Пуш уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Мускавра Олег Дерипаска фончĕн пуçарăвĕпе «Пуласлăх профессионалĕсем» IV наци ăмăртăвĕ иртнĕ. 10-мĕшĕнче вара тупăшăва пĕтĕмлетсе Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командисене саламланă.

Чемпионатра професси тата шкул корпорацийĕсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Чăваш Ен чысне 59-мĕш, 61-мĕш шкулсен, Ача-пăча пултарулăх керменĕн вĕренекенĕсем хÿтĕленĕ.

15 Мар, 2018

Çурхи çанталăк ултавлă

Хĕр ачасен кирек хăçан та илемлĕ курăнас килет. Анчах та чылайăшĕ хитре курăнас тенĕ вăхăтра сывлăх пирки манать, чир-чĕр çыпçăнсан кăна аса илет. Çуркунне çитрĕ те хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшĕ куриччен калпаксăр çÿреме хăтланать. Пирĕн вулакансем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ-ши?

15 Мар, 2018

«Тантăш» хаçат гимнне юрласа çĕнтернĕ

Нумаях пулмасть Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче респу-блика шайĕнче «Радужная страна — 2018» конкурс-фестиваль иртнĕ. Ăна «Людмила Кинерĕн юррисем» продюсер центрĕ йĕркеленĕ. Конкурса 200 ытла ача хутшăннă.

15 Мар, 2018

Ачасем чăваш чĕлхине пĕлни кирлĕ-и?

Ку ыйтăвăн хуравне тупас тесе обществăра час-часах тĕрлĕ калаçу пулса иртет. Хăшĕ-пĕри килĕшÿллĕ калаçнă хушăрах хĕрсе кайсах тавлашса та илет. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Мĕн хумхантарать çынсене?

<...> Хулара пурăнакан ашшĕ-амăшĕ тата ачисем ку ыйтăва çапла хуравлаççĕ: «Хальхи вăхăтра, интернет аталаннă чухне, чăваш чĕлхисĕрех пурăнма пулать. Чăваш чĕлхи Канаш хулине çитиччен кăна кирлĕ, Мускава çитсен чăваш чĕлхисĕрех пысăк укçа ĕçлесе илме май пур».