Ачасем чăваш чĕлхине пĕлни кирлĕ-и?
Ку ыйтăвăн хуравне тупас тесе обществăра час-часах тĕрлĕ калаçу пулса иртет. Хăшĕ-пĕри килĕшÿллĕ калаçнă хушăрах хĕрсе кайсах тавлашса та илет. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Мĕн хумхантарать çынсене?
<...> Хулара пурăнакан ашшĕ-амăшĕ тата ачисем ку ыйтăва çапла хуравлаççĕ: «Хальхи вăхăтра, интернет аталаннă чухне, чăваш чĕлхисĕрех пурăнма пулать. Чăваш чĕлхи Канаш хулине çитиччен кăна кирлĕ, Мускава çитсен чăваш чĕлхисĕрех пысăк укçа ĕçлесе илме май пур».
Çыравçăсем, интеллигенципе шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекенсем вара: «Халăх чĕлхесĕр пĕтет, пирĕн чăваш халăхне упраса талантарса хăвармалла, çавăнпа та чăваш чĕлхине шкулта вĕрентмелле. Пин-пин çул пурăннă чăваш халăхне хальхи вăхăтра пĕтерсен эпир истори умĕнче, хамăрăн несĕлсен умĕнче айăплă пулăпăр. Вара пире çав тери намăс пулĕ, каçару пулмастех», — тесе хуравлаççĕ.
<...> Иван Яковлев калама çук пысăк ĕç тунă. Унăн Халалĕнче çырнă йĕркесене асăнса хăвармасăр май та çук. «Аннĕрсенчен вĕренсе юлнă тăван тĕп чĕлхене пăрахмасăрах лайăх ĕçлесе тăма пулать... Тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла… Эсир хăвăр халăхăн чĕлхине хирĕç тăмасан, халăх кăмăлне пĕтĕмпех хăвăр аллăрта тытса тăрăр», — çырнă патриархăмăр.
Этнопедагогика наукине пуçаракан Геннадий Волков академик та: «Анне чĕлхи — чи хаклă, чи çывăх, чи çепĕç чĕлхе. Пĕр чĕлхе — пĕр ăс, икĕ чĕлхе — икĕ ăс», — тенĕ.
Чĕлхе — халăхăн чи кирлĕ хатĕрĕсенчен пĕри. Халăхра ахальтен каламан пулĕ: «Чĕлхе пĕтсен — халăх пĕтет». Наукăра ĕçлекенсем çирĕплетнĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере икçĕре яхăн патшалăхра пилĕк пин ытла тĕрлĕ халăх пурăнать. Анчах та вĕсен шучĕ кашни çулах чакса пырать. Сăлтавĕ — вĕсем хăйсен тăван чĕлхипе калаçма пăрахни.
Хам пурнăçра эпĕ чылай çĕршывра пулса куртăм. Унта пурăнакан халăх хăйĕн тăван чĕлхипе кăна мар, тата ытти икшер-виçшер чĕлхепе те çăмăллăнах калаçать. Каламасăрах паллă, ку вăл ĕç биржинче вĕсен конкуретлăхне ÿстерет, карьерине ăнăçлăрах тума пулăшать.
Вулаканăмăрсем, пурнăçра çитĕнÿсем тăвас тетĕр пулсан сирĕн те икшер-виçшер чĕлхе пĕлмеллех. Пĕрремĕшĕ — атте-анне чĕлхи, иккĕмĕшĕ — патшалăх чĕлхи, виççĕмĕшĕ вара пĕр-пĕр ют патшалăх чĕлхи: акăлчан, нимĕç е урăх чĕлхе. Килĕшетĕр пулĕ манпа е сирĕн урăхларах шухăшсем-и? Хаçат редакцине ун пирки пĕлтерсен питех те лайăх пулмалла. Сирĕнтен çырусем кĕтетпĕр.