Архив - 10 Апр, 2014 - Тантăш

10 Апр, 2014

"Çав кун мана тÿпене туртма пуçларĕ..."

1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕ. Ирхи ултă сехет. Казахстанри Байконур космодром. Гагарин вĕçеве хатĕр. Юрий Алексеевича вĕçме ирĕк панă. Вăл "Кайрăмăр" теме çеç ĕлкĕрнĕ. Çапла Юрий Алексеевич космоса çул уçнă пĕрремĕш космонавт пулса тăнă.

10 Апр, 2014

Пирĕн çитĕнÿре офицерсен тÿпи те пысăк

Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕнче вăй хуракан педагогсене Лев Николаевичпа Татьяна Павловна Ефимовсене кадет юхăмне йĕркелес шухăш канăç паман. Вăй-хал пуçтарса малашлăхра çитĕнÿ тăвас тесе 2007 çулхине «Патриот» ушкăн йĕркелесе янă вĕсем. Ĕмĕтленни ахаль пулман.

10 Апр, 2014

Чăтма çук асаплантарсан та çĕр-шыва сутман

Вĕсем ахаль арçын ачасемпе хĕр ачасем кăна пулнă. Анчах йывăр та хăрушă вăхăтра çурални кашнин шăпине палăрмаллах витĕм кÿнĕ. Çакă вĕсене паттăр ĕç туса çĕр-шыва хÿтĕлеме те хистенĕ. Çавăн пек ачасенчен пĕри – Зина Портнова – вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ...

10 Апр, 2014

«Wake me up» пĕрлешÿ сирĕнте хаваслăх вăратĕ

Çак пĕрлешÿ ячĕ акăлчан чĕлхинчен «вăрат мана» тесе куçать. Ăна Людмила Анатольевна Пантелеймонова вĕрентекен ертсе пырать. Кунта çÿрекен ачасем ыттисенчен хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе тата пуçару- лăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çавна пула вĕсем хăш чухне уроксене те сиктереççĕ.

10 Апр, 2014

Мăн куна хатĕрленер-и?

Мăн кун – чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ праçник. Уяв умĕн кил-çурта тĕплĕн тирпейлеççĕ, чÿрече каррисемпе сĕтел çиттисене çăваççĕ, кил картишне, çурт йĕри-таврашне те çÿп-çапран тасатаççĕ. Ĕлĕк Мăн куна ятарласа çĕнĕ кĕпе-йĕм çĕлеттерсе е мĕн пуррине сапласа, çуса тăхăннă.