«Wake me up» пĕрлешÿ сирĕнте хаваслăх вăратĕ

10 Апр, 2014

Çак пĕрлешÿ ячĕ акăлчан чĕлхинчен «вăрат мана» тесе куçать. Ăна Людмила Анатольевна Пантелеймонова вĕрентекен ертсе пырать. Кунта çÿрекен ачасем ыттисенчен хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе тата пуçару- лăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çавна пула вĕсем хăш чухне уроксене те сиктереççĕ. Çапах тăрă¬шуллăскерсем тантăшĕсене хăвăрт хăваласа çитеççĕ, урокра та «5» паллăлăх хуравлаççĕ.

Кунта кашниех хăйне яваплă туять. Тата вĕсен пĕр тĕллев – шкул чысне хÿтĕлесси. Хуть те мĕнле ĕç-пуç, уяв ирттермелле – «Wake me up» пĕрлешĕве кăна каламалла. Вĕсем хаваспах ташă та, юрă та хатĕрлеççĕ, чаплă концерт лартса параççĕ. Кăçал шкул юбилейне паллă тунă май хастарсем унта та пысăк ăсталăх кăтартнă. Ахальтен мар кайран чылай çынран мухтав сăмахĕ илтнĕ.

Çак пултарулăх ушкăнĕнче виçĕ Васильева, икĕ Иванова тата пĕр Малина пур. Çавăн пе¬кех пĕр арçын ачана та манмалла мар. Вăл – Гриша Иванов. Шел пулин те, «Wake me up» пĕрлешĕве çÿрекенсемпе тĕл пулнă чухне Гриша спорт ăмăртăвне хутшăнма кайнăччĕ. Çавăнпа унпа сăмахлама тÿр килмерĕ. Çапах ыттисемпе калаçма пĕрре те кичем пулмарĕ.

«Маттур ачасем вĕсем. Хама та вĕрентсе пыраççĕ», – тет Елена Мефодьевна Васильева вĕрентекен, саккăрмĕш класс ертÿçи.

Пĕрлешÿре тăракансем Шупашкара театра тăтăшах çÿреççĕ, спектакль курма юратаççĕ. Ку ачасемшĕн питĕ усăллă тата культура шайне ÿстерни çинчен калаççĕ.

Камсем-ха вĕсем, такама та вăратма пултараканскерсем? Атьăр-ха хĕр ачасемпе çывăхрах паллашар.

Ку хĕр ача салтака кайма та хатĕр

Юля Васильева иккĕмĕш класранпа спортпа туслă. Вячеслав Вячеславович тренер йĕлтĕрпе çÿреме хăнăхтарнă ăна. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăмăртусене хутшăнма та тытăннă вара. Кайран Юля Вячеслав Геннадьевич патĕнче ăсталăхне пысăклатнă. Халĕ вара ăна Владимир Иванович тĕрлĕ- рен ăмăртăва хатĕрлет. Спортпа туслă хĕр ачашăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче вăл. Валентина Романова тата Ольга Зайцева Олимп чемпионĕсем пек пулма та ĕмĕтленет.

«Аттепе анне яланах хавхалантараççĕ, манăн кашни çитĕнÿшĕн савăнаççĕ», – тет Юля. Çавăнпа нихăçан та сÿрĕкленнине кураймăн ăна, лара-тăра пĕлменскер яланах хусканура. Кашни ир зарядка тăвассине те йăлана кĕртнĕ вăл. Апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен те хăйне çирĕп тытать, организмшăн сиенлĕ чипс тата ролтон таврашĕнчен асăрханать, хĕвел çаврăнăш çисен вара аяк чиксе ыратма тытăнĕ. Юля вырăнта ларасшăн мар, спорт ăсталăхне малалла аталантарасшăн. Эппин, тренер сĕнĕвĕсене итлемеллех.

«Шкул хыççăн полици ĕçне вĕренме каяс килет», – тет маттур хĕр ача. Пĕр-пĕр ĕçе тĕпчесси питĕ кăсăклă пек туйăнать ăна, ахальтен мар-çке детективсене сывламасăр тенĕ пекех пăхать. Çак ĕç йывăрлăхне ăнланать вăл, çăмăл пулмасса пĕлет. Çапах харсăрскер нимĕнрен те хăрас çук, повестка килсен салтака кайма та хатĕр!

Пурнăçра Юля пуринчен ытла ашшĕпе амăшне хаклать. Вĕсем тĕпренчĕкне ырă кăмăллă, ĕçчен пулма тата пурнăç илемне хаклама вĕрентеççĕ. Çывăх çыннисемшĕнех хĕр ачан тата лайăхрах пулас килет.

 

Кÿренсен те сăвă çуралать

Виктория Александрова вара ÿкерме юратать. Ĕçĕсем чылаях пухăннă халь, вĕсене хĕр ача типтерлĕн пухса пырать. Пĕрремĕш класранпа ÿнер шкулне çÿрекенскерĕн ăсталăхĕ те пысăк ĕнтĕ. Надежда Ивановна Александрова вĕрентекен те ырă канашпа самаях пулăшать.

Ытларах пейзаж ĕçне кăмăллать Виктория. Уйрăмах кĕрхи сăнсем питĕ илĕртеççĕ. Çак темăпа хатĕрленсе Пĕтĕм Раççейри конкурсра пĕрремĕш вырăн та йышăннă. Çынна ÿкерме вара йывăртарах пек туйăнать. Сăн-питĕн- че кăмăлне кăтартса пама пĕлмелле-çке, ку вара мĕн тери кăткăс. «Малтанах профильне тăватăп, Надежда Ивановна çапла вĕрентнĕч- чĕ пире, – вăрттăнлăхне уçать çамрăк ÿнер- çĕ. – Кайран вара çак мĕлкене сăн кĕртме пуçлатăп. Чи кирли, куçсем пĕр йĕр çинче пулччăр, унсăрăн илемсĕр курăнĕ вăл».

Виктория аккордеона итлеттерме те пĕлет, унпа хитре кĕвĕ калаять. Ахаль çынна çакна ăнланма йывăртарах та пуль. «Чи малтанах нотăсене вĕренмелле, – уçăмлатать лару-тăрăва Вика. – Минор, мажор ăçта вырнаçнине пĕлмелле. Кĕвĕ туйăмĕ те кирлех, тĕрĕс мар пуссан кĕвĕ хитре мар янăрĕ».

Вичкĕн куçлă хĕр ача илемлĕ вырăнсене курса хавхалансан ÿкерет кăна мар, сăвă та çырать. Тепĕр чухне вара çынсен хутшăнăвĕ, тĕнчери пысăк пулăм тавра та сăмах хускатать. Пĕррехинче юлташне кÿреннипе вăрçă çинчен сăвă çырнă. Мĕншĕн вăрçă-и? Кăна Вика хăй те калаймасть. Ахăртнех, вăрçăсем те кÿренĕве пулах пуçланса кайнăн туйăннă пуль ăна.

«Эпĕ сăвă итлеме юрататăп. Пĕррехинче мюзикла кайса куртăм та манăн театрта ĕçлес шухăш çуралчĕ», – тет Виктория. Вĕренме кĕме çăмăл пултăр тесе вырăс чĕлхипе тата литературипе уйрăмах тăрăшса вĕренет. Ĕмĕтленекен çунатлă тет. Вика та халĕ çак шухăшпах хавхаланса пурăнать.

 

Яковлев «Халалĕ» яланах асра

Ăçта мĕнле те, анчах ку шкулта Алина Иванова пек нумай вулакан тата пур-ши? Чунĕ ыйтнипе алăран кĕнеке ямасть-çке вăл. Вулавăшрисене хальлĕхе пĕтĕмпех шĕкĕлчесе тухман-ха, шкул пĕтериччен вара ĕлкĕретех.

Александр Артемьев çырнисене кăмăллаканскер унăн «Салампине» уйрăмах килĕштерет. «Питĕ хитре çырнă. Вуланăçемĕн вулас туртăм çуралать. Манăн та Салампи пекех пулас килет. Вăл питĕ ырă кăмăллă та сăпайлă», – тет Алина. Хăйĕнче те юратнă сăнарĕн енĕсем сисĕнеççĕ.

Салампи чăваш филологийĕн факультетне вĕренме кĕрет пулсан, Алинăн ĕмĕт-тĕллевĕ урăхларах, вăл прокурор пуласшăн. Вĕсен тумтирĕ те килĕшет иккен ăна. Тепĕр чухне прокурор тĕрĕс мар айăпласси те пулать. «Эпĕ пĕтĕмпех питĕ тĕплĕ тĕрĕслĕп», – тет Алина. Пурнăçра тĕрĕслĕх сахалрах пек туйăнать, çавăнпа çак çитменлĕхе тултарасшăн вăл.

Историпе общество предмечĕсем хăйне кирлĕ пуласса пĕлет вăл, çавăнпа вĕсемпе тата тĕплĕнрех хатĕрленет. Тепĕр тесен, халăх тата çĕр-шыв историне пур ачан та пĕлмелле.

Чăвашсен паллă çыннисем хушшинче Алинăшăн Иван Яковлевич Яковлев сăнарĕ тĕп вырăн йышăнать. Унăн «Халалĕнчен» кашни сăмахне чунпа тата чĕрепе туйса вуланă вăл. «Ĕçе лайăх тăвас тесен ăна малтанах юратмалла», – тенине вара яланах асра тытать.

Алина ÿнер шкулне те çÿренĕ. Çак тапхăр унăн пурнăçĕнче ырă йĕр хăварни сисĕнетех. «Ахаль япалана ыттисенчен урăхларах курма вĕренетĕн, илеме ытларах асăрхатăн. Çутă та, мĕлке те саншăн пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать», – тет хĕр ача чăн- чăн ăста пек.

Пушă вăхăт тупăнсанах вăл кĕнеке вулать. Çакна кура ăна: «Мĕн вăхăта сая ярса ларатăн?» – текен те пур. Анчах пĕлÿ патне ăнтăлакан хĕр ача вĕсемпе килĕшмест. «Интереслĕ вĕт-ха! Апла епле вуламăн?» – тесе тавăрать вара. Тата вăл кĕнеке вуласан калаçу чĕлхи илемленессе шанать. Çак киленĕçпе аппаланакан ача сочинени те аван çырать, пуплевĕ якалать. «Чăнах та, вăл хитре сочиненисем шăрçалать», – теççĕ маттур хĕр ача пирки юлташĕсем.

Алина шухăшĕпе, ачасем ытларах вулаччăр тесен учительсен вĕсене литературăпа кăсăклантарма пĕлмелле. «Пире вырăс литературине вĕрентекен Зоя Алексеевна çак енчен питĕ маттур, çавăнпа кĕнекепе туслă та эпир. Ашшĕ- амăшĕн те интереслентерсе ярас пулать», – тет хĕр ача яваплăн. «Пирĕн ачасем кĕнеке тытасшăн мар», – теççĕ хăшĕсем. Анчах хăйсем тĕпренчĕкĕсене тĕслĕх кăтартмаççĕ-çке. Ача вара кама курса ÿсет?

 

Эх, «Еврокурава» çитесчĕ...

Шкулта «Хавхалану» ятлă ансамбль пур. Унта Аня Васильева та çÿрет. Юрлама юратать вăл. Дима Биланăн хăш-пĕр юррине, Ани Лорак пултарулăхне питĕ кăмăллать. Ансамбльпе пĕрле час-часах концерт ларт- ма тивет. Çарпа патриотика юррисен конкурсне хутшăннăччĕ-ха. Хăй те юрăç пулма ĕмĕтленет.

«Халĕ çĕнĕ программа тухнă – «Голос. Дети» ятлă Пĕтĕм Раççей конкурсĕ. Çавăнта каяс килет. Унта юрлакан ачасенчен жюрисем уйрăмах талантлине суйлаççĕ. Çĕнтерекенни вара «Еврокурава» кайĕ», – мĕн тери пысăк ĕмĕтпе çунатланса пурăнать Аня! Шухăшланине пурнăçа кĕртмелле пултăрччĕ ĕнтĕ.

Спортпа туслăскер баскетболла выляма ăста, хăвăрт чупать, эстафетăсене хаваспа хутшăнать кăна мар, çĕнтерет те. Акă епле пултаруллă хĕр ача вăл!

Аньăн юратнă чĕр чунĕ – зебра. Май пулсанах килте те усрĕччĕ ăна. Çак чĕр чун пире ырă шанăç панăнах туйăнать. Ун çине пăхсан кун-çул пирки шухăша путатăн-çке. Пурнăçра ыррине шанакан хĕр ача зоопаркра зебрăна сăнанă май çапла пĕтĕмлетÿ тунă: паянхи кун тĕксĕм пулсан та ыран вăл хĕвелпе çуталĕ, юратнă чĕр чун çинчи йĕрсем пекех.

Çывăх çыннисене чунтан юратакан Аня «Тантăш» тусĕсене те ашшĕ-амăшне хисеплеме чĕнсе калать. «Вĕсем сире пăхаççĕ, ÿстереççĕ. Мĕн те пулин туянса паманшăн ан кăмăлсăрланăр. Укçана çилпе вĕçтермелле мар-çке. Аçăр-аннĕре яланах итлĕр. Вĕсен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшăр!» – тет вăл. Эпир те çак сăмахсене нихăçан та манар мар.

 

Ĕлĕкхине пĕл те, паянхине хакла

Зоя Алексеевна вĕрентекен хавхалантарнипе Настя Иванова сăвă хыççăн сăвă çырать. Пуçа мĕнле шухăш пырса кĕрет, çавна хайлавĕнче кăтартса парать. Тăван çĕр-шыв, атте-анне темисене тăтăшах хускатать. Юратнă предметсем çинчен хайланисем те сахал мар. Шкулти поэзи каçĕсем те унсăрăн иртмеççĕ. Уявсене питĕ юратать Настя, мĕншĕн тесен унта ыттисене савăнăç парнелетĕн. «Çынна савăнтарас тесен чи малтан хăвăн çĕкленÿллĕ кăмăл пултăр», – тет вăл. Телей валли вара ăна пурлăх мар, ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем тата юлташĕсем лайăх пурăнни кăна кирлĕ.

Настя асламăшĕпе питĕ туслă. Ватă çын тĕрлĕрен сĕнÿ-канашпа пулăшсах тăрать, малтанхи пурнăç пирки каласа паянхине хаклама вĕрентет. Кăсăклансах итлет ăна мăнукĕ. Асламăшĕ тепĕр чухне çамрăксене сăмах тĕкме те юратать: «Темскерле çĕтĕк-çатăк тăхăнса яраççĕ, нимĕн те мар таплаттарса çÿ- реççĕ», – тет. Паллах, сăпайлăх пирки нихăçан та манмалла мар. Ватăсем тĕрĕсех асăрхаттараççĕ.

Çынна тумне кура хакламасть Настя. «Хăвна епле тытатăн, юлташусем те санпа çавăн пекех пулĕç», – тет вăл.

 

Сцена валлиех çуралнă

«Wake me up» пĕрлешÿре чи явапли – Настя Васильева. Вăл та юрлама юратать. Уявсене аван йĕркелет, ертÿçĕ тивĕçне лайăх пурнăçлать.

Унăн пултарулăхне вĕрентекен пĕрремĕш класрах асăрханă. Илемлĕ сассине илтнĕ те... конкурса хутшăнма сĕннĕ. Çапла вара Настя «Мехелте» палăрма пултарнă. Анчах унта çĕнтерме йывăртарах çав. Пĕччен юрлама та çăмăлах мар, ушкăнпа чухне вара хăвна лăпкăрах туятăн. Тепĕр тесен, сценăран пĕрре те хăрамасть вăл, савăннипе кăна чĕри кăлт-кăлт тапать. Хăракансене вара çапла калать: «Эсĕ хăвна сцена çинче мĕнле тытмаллине пĕлетĕн. Зал сана кĕтет. Юрă сăмахĕсене тата кĕввине çеç манса ан кай. Тата куракансемшĕн илемлĕ куллуна ан шелле. Вара пĕтĕмпех лайăх пулĕ». Тепĕр чухне юрланă вăхăтрах ташлама та тивет. Ку ансатах мар. Анчах Настьăна нимĕнпе те хăратаймăн. Юрăç пуласшăн вăл. Çавăнпа хăйне чăн-чăн ăста пекех тытма тăрăшать. «Сцена валлиех çуралнă», – тет ун пирки Елена Мефодьевна Васильева класс ертÿçи. Алена Алексеева юрăç пултарулăхне кăмăллакан хĕр ача Елена Геннадьевна тесе хисеплесе чĕнет ăна. Çак тăрăхра ÿснĕ эстрада çăлтăрĕ Настьăн пултарулăхĕпе кăсăклансах тăрать. Хăйĕн вĕрене- кенĕсем çинчен манмасть-ха.

Настя пианинăпа калама юратать. Тахçан пĕр этюд вĕреннĕ, ăна халĕ те ас тăвать. «Пĕчĕк акăшсен ташшине» те выляса пама пултарать. Çавăн пекех вăл çынсене ÿкерме юратать. Портретпа мар, сюжетлисемпе ĕçлеме ытларах кăмăллать.

Спортпа туслăскер ăмăртусене хастар хутшăнать. Физкультура олимпиадинче акă иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пушă вăхăтра юлташĕсемпе уçăлса çÿрет. Час-часах пĕр-пĕрин патне хăнана пуçтарăнаççĕ. Сĕтел хатĕрлеме Настя çав тери юратать. Кашнинчех урăхларах апат-çимĕç шухăшласа кăларать. Торт пĕçересси вара йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

«Ачасем ырă чунлă çитĕнччĕр тесен вĕсен театра çÿремелле, учительсене итлемелле, нумай вуламалла», - тет Настя.

 

Йытăсем усал мар, çынсем кăна вĕсене хаярлатаççĕ

Валя Малина та юрлама юратать. Шкула çÿреме тытăничченех актриса пулас шухăшпа çунатланнă вăл. Пĕчĕк чухне урамра юрласа çÿреме кăмăлланă. «Сцена çине тухма çеç вăтанатăп», – тет халĕ. Театр енĕпе вĕренме каяс ĕмĕтлĕскер психолог ĕçĕ пирки те пуçне ватать-ха. «Çынсене куçран пăхсах ăнланатăп. Кăмăл пуррипе çукки, вĕсене ырă е усал шухăш çавăрса илни тÿрех сисĕнет», – çапла сăлтавлать Валя хăйĕн туртăмне.

Чĕр чунсене юратаканскер вĕсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупаять. Нумайăшĕ йытăран хăрать. Ун пеккисенчен хĕр ача тĕлĕнет çеç. «Мĕнле апла-ха? Йытăсем усал мар-çке, çынсем кăна вĕсене хаярлатаççĕ, – тет вăл тăватă ураллă тусĕсене хÿтĕлес шухăшпа. – Хăшĕ-пĕри сăнчăрта тăнăран кăшт усалрах. Теприсем вара хуть те кама курсан та вĕреççĕ, мĕншĕн тесен çынсенчен шикленме пуçланă. Тен, вĕсене çапнă та пуль. Тĕрĕссипе, хамăрах айăплă-çке».

Валя апат пĕçерме юратать. Интернетра темĕн тĕрлĕ рецепт та пур. Хăйне килĕшекеннисене суйласа кашнинчех мĕн те пулин тутли хатĕрлет. Хăш чухне шкулти тантăшĕсене те хăналать. Кам та пулин ыйтсан хаваспах пĕçерсе парать, юлташĕсемшĕн ÿркенсе тăмĕ. Уйрăмах торт хатĕрлеме юратать вăл. «Çак туртăм аттерен куçнă пуль. Шеф-повар пекех пĕçерет вăл», – тет маттур хĕр ача.

Йытăран шикленме пĕлменскер пурнăçра мĕнрен хăрать- ха? Юлташ сутасран, тăвансемпе инкек пуласран. Урăх нимĕн пирки те кулянмасть вăл. «Парашютпа сикес килет манăн. Ӳссе çитсен ĕмĕте пурнăçлама тăрăшăп», – тет çирĕппĕн.

Хăйĕншĕн кашни кунах пĕр-пĕр çĕнĕлĕх уçать Валя, çавăнпа асра юлакан самант та чылай. Юлташсем яланах пĕрле пулни те хавхалантарать. Малтан вĕсем ытлах хутшăнман, пĕр-пĕр- не пĕлсех кайман. Пиллĕкмĕш класра вара туслашнă. Халĕ таçта та пĕрле çÿреççĕ. Çавăнпах «Wake me up» пĕрлешÿре те ăнлану хуçаланать пулĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.