Ăш çунтармăш Илья
Улттăмĕш класри Илья Калинкин – вĕренÿ отличникĕ. Пурте хисеплеççĕ ăна. Тус-юлташĕ-семпе пĕрле вĕренекенсемсĕр пуçне педагогсем те унăн пултарулăхĕн-чен тĕлĕнеççĕ.
– Ташă ăсти вăл. Сцена çине тухсан кашни хусканăвне савăнса пăхатпăр. Вальс çаврăнасси те епле аван пулать унăн. Мĕн калăн, Турă панă талант! – тет пĕри те тепри хăпартланса.
Класри хĕр ачасем уйрăмах юратаççĕ арçын ачана.
– Ах, ăш çунтармăш вăл пирĕн Илья! Хитрескере пурте куç хываççĕ. Чăваш чĕлхи урокĕнче Надежда Викентьевна тĕрлĕ вăйă ирттерет. Ун чухне вара кашниех унпа вальс ташласшăн хыпкаланаççĕ, – шапăлтатаççĕ улттăмĕш класс хĕр ачисем.
Арçын ачан пушă вăхăт çукпа пĕрех. Тĕрлĕ секцие, кружока çÿресе пултарулăхне аталантарать, хул-çурăмне çирĕп-летет.
Канаш,
11-мĕш шкул.
АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.