Архив - 27 Фев, 2014 - Тантăш

27 Фев, 2014

Юрать-ха тивмерĕç

Ленинград хулине блокадăран ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнине анлă паллă турĕ пирĕн çĕр-шыв. Эпĕ Ленинграда 1971-мĕш çулта атте парнеленĕ путевкăпа кайса курнăччĕ. Пире паллă вырăнсене экскурси автобусĕпе илсе çÿрерĕç. Хулапа паллашрăмăр, музейсенче пултăмăр. Тĕрлĕ палăк, Эрмитажри экспонатсен, Петродворецкри фонтансене курса тĕлĕнтĕмĕр. Пĕр кунхине ятарласа Пискаревскри мемориал масарĕ çине та илсе кайрĕç. Таня Савичевăн тăванĕсем вилни пирки çырса пынă блокнот страницисене вулани яланлăхах асра юлчĕ.

27 Фев, 2014

«Хăшĕ-пĕри укçана ачисенчен те мала хуни пăшăрхантарать...»

Çут çанталăка юратакан çын кашни йывăç-курăка чĕрĕ пек курать, калаçать, амантасран асăрханать, ăнсăртран пĕр çулçине хуçсан каçару та ыйтать. Ăна чечексем çилленме е тарăхма, савăнма пултарнăн туйăнать. Кристина Полякова та çавăн пекех.

27 Фев, 2014

Чăваш чĕлхин сумне çĕклесчĕ

«Тантăш» хаçатра /2014 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче, 5 №/ «Пушкăртра «Шупашкар калаçмасть», телекурав та савăнтармасть» статьяпа паллашрăм. ЧР Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕн ĕçченĕсен ăшĕнчен тухнă чун ыратăвĕ мана та, 30 çул чăваш ачисене хутла вĕрентнĕскерне, пăлхантарчĕ. Чăваш чĕлхи шăпи пирки питех те кирлĕ калаçу хускатнине ырлатпăр тата вĕрентекенсен шухăшĕпе килĕшсе хамăр пăшăрханнине те палăртатпăр. «Пĕр çын сурсан типсе ларать, пин çын сурсан кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем.