Арăмĕ харлаттарнипе Кĕçтук çывăраймасть
Тем пысăкăш каçару ыйтатăп сирĕнтен, хисеплĕ туссем. Ташук, уйрăмах эсĕ каçар мана. Вăт ĕненетĕн-и, çук-и - ним тума та вăхăт пулмарĕ. Санăн çырăвна хаçатра куртăм-ха эпĕ, вуласа тухсанах хуравлама ларнăччĕ. Ăнсăртран кĕмсĕрт тенĕ пек Казахстанран хăнасем персе çитрĕç. Вĕсем пур чухне çыру çырма-и? Пăсланса-мăкăрланса чупкаласа çÿрерĕм. Çынран юлас килмест - хаклăран та хаклă хăнасене патша шайĕнчех пăхас терĕм. Шутсăр тутлă çитертĕм инçетрен килнĕ çынсене. Аш-пăш тултарнă кукăльпе чĕлхе çăтса яричченех сăйланчĕç. Пĕр канăç та пулмарĕ.