Уроксене вăйă евĕр ирттерсе ачасене кăсăклантарать

5 Ноя, 2015

Елчĕк районĕнчи Тăрăм тĕп шкулĕнче 70-е яхăн ача вĕренет. Вĕсене пĕлÿ тĕнчинче 10 учитель ертсе çÿрет. Вĕрентекенсенчен чи çамрăкки - 30 çулти Алексей Тихонов - шкулта 4 çула яхăн ĕçлет.

Алексей Тихонов ача чухне учителе вĕренсе доска умĕнче тăрасси çинчен пачах шухăшламан, анчах шăпа ăна пĕлÿ çурчĕпех çыхăнтарнă. Алексей Александровичăн амăшĕ Олимпиада Николаевна ачасене математика вĕрентнĕ. Унăн аппăшĕ те - педагог. Учитель пуласси çамрăка юнпа куçнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра яш географи урокĕсене уйрăмах кăмăлланă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ăс пухнă Алексей шавлă хула ун валли маррине ăнланса тăван тăрăхах таврăнма шухăшланă, çапах вĕрентекенре тăрăшмасса палăртман вăл. Шăпах çав вăхăтра шкулта кадр ыйтăвĕ çивĕчленнĕ - физкультура учителĕ кирлĕ пулнă. Çапла ăна пĕлÿ çуртне йыхравланă. Коллектив çамрăка хапăл тусах йышăннă. Алексей Александрович шăпăрлансене спортпа туслаштарма пикеннĕ. Хăй те сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Пурăна киле çамрăк специалист географиех вĕрентме тытăннă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.