- Чăвашла верси
- Русская версия
“Тăван халăхăмран ниепле те уйрăлаймарăм”
"Кушар", "Айтар", "Элкей таврашĕ" тата ытти вун-вун произведени авторĕ Петр Осипов РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина наукисен кандидачĕ, Чăваш АССРĕн сывлăх сыхлав министрĕ /1948/ пулни хăшне-пĕрне тĕлĕнтерет те ахăртнех. Чăваш литературин çÿпçинче унăн хайлавĕсем çак таранччен упраннă пулсан малашне те çухалмĕç. Пултаруллă çыравçăн кун-çулĕпе паллашма вăл çуралнă тăрăха, Куславкка районне, çула тухрăм. Драматург кун çути курнă Кутемер ялĕнчи сывлăшпа киленни кăна мĕне тăрать! Хăй вăхăтĕнче "Кушар" спектакле курса савăнни - пĕрре, пьесăри ĕçсем пулса иртнĕ тăрăха çитсе килни - пач урăх телей. Акчура ялĕнче утнă май шкул çулĕсенче каçăхса вуланă драмăри ĕçсем аса килсе чуна çÿçентерчĕç...
Тăлăхăн турри те тăлăх
Петр Осипов 1900 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ Уçăп Микули ура çинче çирĕп тăракан, вĕреннĕ çын пулнă, ĕлĕкренех çăмартапа сутă тунă. Ачисене вĕрентессишĕн укçа шеллемен. Анчах çемьене пысăк инкек килсе кĕнĕ - пĕрин хыççăн тепри аппăшĕсем вилнĕ, вĕсем хыççăн - икĕ пиччĕшĕ, амăшĕ, унтан - ашшĕ... Туберкулез чирĕ шеллемен, пысăк çемьерен Михаил, Петĕр тата асламăшĕ Марье çеç юлнă. Пиччĕшĕ Хусанта пурăннă. Вунă çулти Петĕре пĕрремĕш вĕрентекенĕ Антонина Павловна ура çине тăма пулăшнă. Тăлăхăн талантне асăрханă учитель ăна вырăс чĕлхине çине тăрсах ăса хывтарнă. Пуçламăш классенчен вĕренсе тухсан Антонина Павловна арçын ачана Хусанти гимназие илсе кайнă. Анчах Петĕр тăлăххине, уншăн никам та укçа тÿлеме пултараймассине пĕлсен ăна йышăнман. Кăмăлĕ хуçăлнăскер малалла вĕренме çирĕп тĕллев лартнă. Михаил, вăл вăхăтра çар çынни пулнăскер, шăллĕне Хусана илсе кайнă, унти гимназие вĕренме вырнаçтарнă. Пиччĕшĕ дворян хĕрне Софья Петровнăна качча илнĕ. Инкĕшĕ питĕ ăслă çын пулнă, нимĕç, француз, акăлчан чĕлхисене ăса хывнăскер çав тери хитре юрланă, тĕрлĕ музыка инструменчĕсем калама пултарнă. Вĕсем патĕнче пурăнакан Петĕрĕн хăйне усрава илнĕ çынсем пек ăслă пулас килнĕ, вĕренес туртăмĕ ÿссе пынă. 1918 çулта гимназирен кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă вăл. Çав вăхăтрах Хусанти музыка училищин сĕрме купăс уйрăмĕнче вĕреннĕ. Юлташĕсем ăна консерваторире ăс пухма сĕннĕ пулсан та вăл медицина университетне çул тытнă. Петр Николаевич аса илĕвĕсем тăрăх, ашшĕ вилес умĕн ăна ÿссен врач пулма, чирлĕ çынсене сыватма ыйтнă. Çывăх çыннин сăмахĕсене ялан асра тытнă çемьере çиччĕмĕш çуралнăскер.
Хусанта вĕреннĕ вăхăтра Петр Осипов кунти пединститут студенчĕсемпе А.Ананьевăпа, Е.Терентьевăпа тата О.Ырсемпе А.Островскин "Хăв пĕлнĕ пек ан пурăн" пьесине чăвашла куçарнă, Хусан театрĕн репертуарне кĕртнĕ. 1924 çулта Петр Николаевич врач дипломне илнĕ. Медицинăпа кăсăкланнă вăхăтрах литература ĕçне те пăрахман. Чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине кăтартса паракан пьесăсем калăпланă. "Трахом юрри", "Айтар", "Кушар" хайлавĕсене Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче лартнă.
Айтар пурăннă тăрăхра
Драматург "Кушар" пьесăна Кутемер ялĕ çывăхĕнчи Кушар çырма-çаранĕнче пулнă ĕçсене кĕртнĕ. Ĕлĕк кунта ярмăрккă кĕрленĕ. Унти тĕп сăнара та хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе Мирунпа çыхăнтарнă. Кун çинчен Мирунăн хĕрĕ Людмила Ильина каласа кăтартрĕ:
- Петĕр пичче аттерен тăрăхласа çав сăнара калăпланăшăн çывăх çыннăм ăна ялан вăрçатчĕ. "Кушар" пьесăна ялти клубра та лартатчĕç. Аттепе Петĕр пичче пĕр пекехчĕ: сăнпа та, кăмăлĕпе те, - аса илчĕ кинемей. - Шÿтлеме те питĕ юрататчĕ тăванăм. Пĕррехинче унăн юбилейне Шупашкарти ресторана кайнăччĕ эпир. Хăнасене тав туса каланă сăмахĕсенчи шÿт халĕ те хăлхарах: "Ĕçĕр, савăнăр, анчах ура пуçне ан йĕпетĕр", - терĕ юлашкинчен. Ялти клубра тата, 80 çулхи юбилейĕччĕ ун чухне, калаçрĕ, калаçрĕ Петĕр пичче, çавăнтах сцена çинчен атте çине тĕллесе: "Мирун пичче те килнĕ-çке мана саламлама", - терĕ. Ăна итлеме нихăçан та кичем пулман. Вăл пурнăçа савăклăх кĕртме пĕлетчĕ.
Айтар сăнарне те шухăшласа кăларман Петр Осипов. Кутемерпе юнашар Акчура ялĕ вырнаçнă.
- Çав ялти ватă пуян Айтар Вăрмар районĕнчи Кинчертен хĕр илнĕ. Ĕлĕкхи ватăсем каласа кăтартнă тăрăх, "Айтар" драма çав пулăмпа çыхăннă, - калаçăва хутшăнчĕ çак ялти Нина Смирнова. - Осиповсем чухăн пурăнман. Вĕсем çăмартапа сутă тунă. Манăн атте вĕсен таварне Хусана сутма çÿретчĕ. Кайса сутнăшăн çăкăр илмелĕх укçа паратчĕç.
Сăмах май, Петр Николаевичăн аппăшĕ Марье Чашламари виçĕ пĕр тăван Селивановсенчен пĕрне качча тухнă. Купса пулнăскерсен çурчĕсем халĕ те упранаççĕ. Вĕсем çăмартапа сутă тунă. Тавара ют çĕршывсене ăсатнă. Анчах чире пула Марье ир çĕре кĕнĕ.
"Айтар", "Кушар" пьесăсем чăваш халăхĕн революцичченхи йывăр пурнăçне, тĕрĕсмарлăхпа кĕрешнине уççăн кăтартаççĕ. "Айтар" драма чăвашăн кăна мар, Раççей драматургийĕн ылтăн фондне те кĕнĕ. Паян ăна чăвашсемпе вырăссем çеç мар, тутарсем те, ирçесем те, çĕршыври ытти халăх та итлет, курать.
"Самолетпа вĕçсе килетчĕ"
Кутемерте пурăнакан Лилия Иванова Петр Осиповпа юнашар ларса пайтах чей ĕçнĕ. Ара, унăн аякри тăванĕ пулсан та çывăх пурăннă вĕсем. Тăван тăрăха килсен кÿршĕллĕ пурăннă Осиповсем Ивановсем патне кĕмесĕр çула тухман. Лилия Александровнăн тăванĕ çинчен аса илмелли нумай тупăнчĕ.
- Мăшăрĕпе Зинаида Федоровнăпа Мăнкунра, Çимĕкре килетчĕç яла. Час-часах илемлĕ юрăсем шăрантаратчĕ Петр Николаевич. Ташша епле маçтăрччĕ тата. Яланах самолетпа вĕçсе килетчĕ. Ял вĕçĕнчи юман çывăхне анса ларатчĕ. Эх, чупаттăмăр тÿпере хурçă карапа курсан. Халĕ ăна Осипов юманĕ тетпĕр. Унăн самолетне ларса та курнă эпĕ, - мăнаçланса каласа кăтартрĕ Лилия Александровна.
Драматург ялти шкула та час-часах кĕнĕ, кĕнекисене парнеленĕ. Хăй çуралса ÿснĕ çурта пурăннă чухнех вăл фельдшер пункчĕ валли усă курма панă.
Петр Осипов шÿтлеме юратнă терĕмĕр. Лилия Иванова калаçу хĕрсе пынă май кулăшла тепĕр саманта аса илчĕ.
- Пĕррехинче Петр Николаевич мăшăрĕпе килнĕччĕ Çимĕке. "Волгăпаччĕ" вĕсем. Водительпе. Кутемере илсе çитерекен çул япăх пулнăран çăмăл машинăпа кĕме çукчĕ. Кармал ялĕ çывăхне лартса хăварнă "Волгине". Унăн мăшăрĕ вырăсчĕ, мăнтăрччĕ. Манăн упăшка тракторпа ĕçлетчĕ. Тепĕр кунхине вĕсене Кармал патне тракторпа ăсатрăмăр. Зинаида Федоровна урапа çине ларайманран килтен пусма илсе тухса хăпарма пулăшрăмăр. Ара, Петр Николаевич хăй çапла сĕнчĕ те, - иртнине куç умне кăларсан йăл кулса каçрĕ çыравçăн тăванĕ. Зинаида Осиповăн та çырас ăсталăхĕ пысăк пулнă - вăл ача-пăча валли сăвă-калав чылай шăрçаланă.
- Мăшăрĕпе вĕсем ывăлпа хĕр çуратса ÿстерчĕç. Тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн аслă çулĕ çине тăратрĕç. Ачисем ашшĕ çулĕпе кайрĕç. Хĕрĕ Людмила Петровна Мускаври М.М.Сеченов ячĕллĕ медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. Медицина наукисен кандидачĕ, профессор ятне тивĕçнĕ вăл. Ывăлĕ Валентин та çак çулах суйланă, ашшĕ пекех врач пулнă. Унăн хĕрĕ Ирина вара чаплă мусăкçă, Венгрире пурăнать. Апла пулсан унра аслашшĕн юнĕ чупать, - çыравçă йăхĕпе паллаштарчĕ Лилия Александровна.
Вăл каласа кăтартнă тăрăх, Петр Осипов яла шурă пусма тĕркипех илсе килнĕ те пĕр хĕрарăма больница валли халат çĕлеттернĕ. Пурнăçне çынна сыватас ĕçе халалланăскер чаплă хайлавсем çырма ăçтан вăхăт тупнă-ши? Осиповсен йăхĕнчисене - Паймеке, Элкее, Тинюка - "Элкей таврашĕ" трилогире сăнланă вăл.
Ентешне ырăпа аса илеççĕ
- Хулари 1-мĕш больницăра ĕçлеттĕмĕр Петр Николаевичпа. Вăл врач, эпĕ васкавлă медицина пулăшăвĕн фельдшерĕччĕ. Ĕçтешсем хисеплетчĕç ăна. Вырăс тухтăрĕпе Николай Ивановпа туслăччĕ вăл. Пилĕк минутлăх пухусенче Петр Николаевич çирĕп калаçатчĕ, çавăнтах шÿтлесе кăмăла çавăрма пĕлетчĕ. Чылай пьеса çырнăскер театра юрататчĕ. Пĕррехинче хам та театра кайсан ăна куртăм. Билетсене тĕрĕслесе кĕртрĕ. Çапла, ăна сăнаса тăтăм: пĕр çынна та билетсĕр кĕртмерĕ, - унăн чун çирĕплĕхĕнчен тĕлĕннине аса илсе сăмах çăмхине сÿтрĕ халĕ Вăрмар районĕнчи Карăк Çырми ялĕнче кун кунлакан Петр Петров. - Ăна пациентсем те юратнă. Вăл ĕçленĕ больница халĕ унăн ячĕпе хисепленет.
Ватлăх кунĕсенче Петр Осипова Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чĕнер ялĕн хĕрарăмĕ пăхнă. Драматургăн мăшăрĕ чылай маларах çĕре кĕнĕ. Çыравçа пăхаканĕ малтанах вĕсем патĕнче ĕçлесе пурăннă. Çĕре кĕрес умĕн Петр Николаевич хваттерне ăна парса хăварнă.
- Петр Николаевич яла юлашки хут килсен: "Тепĕр кĕнеке çырма хатĕрленетĕп-ха, унта сире кĕртесшĕн", - терĕ. Анчах ĕлкĕреймерĕ. Тăнĕ пĕтсе, аташса выртса вилнĕ вăл, - пăшăрханса калаçрĕ Лилия Иванова.
Кутемерти культура çурчĕн ĕçченĕпе те курса калаçма тÿр килчĕ. Петр Осипова курнине ăшă кăмăлпа аса илчĕ вăл.
- Унăн 80 çулхи юбилейĕнче халăх клуба пуçтарăннăччĕ. Вăл калаçакансене итленĕ май: "Кунта чăвашла пĕлмеççĕ-им?" - терĕ. Чăваш халăхĕшĕн ыррине нумай тунă вăл, ăна хисепленĕ, пин-пин çынна сыватнă. Паллă ентеше сума суса клубра кĕтес уйăртăмăр, куравсем час-часах йĕркелетпĕр. Литература çулталăкĕ пулнă май районти мероприятие хутшăнса сценка кăтартрăмăр. Шурă халат тăхăнса унăн сăнарне манманнине ĕнентертĕмĕр, - ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Алиса Матвеева.
Алиса Владимировна каланă тăрăх, драматург çурчĕ çумĕнче асăну хăми çакăнса тăнă. Анчах эпĕ ăна кураймарăм. Юсав ĕçĕсем ирттернĕ май ăна илнĕ те каялла çакма хал çитеймен пулмалла. Çыравçă кун çути курнă çуртпа юнашарах çĕнĕ ФАП çĕкленĕ. Пăхма кăмăллă. "Айтар" таврашĕнче тепре хăнара пулсан асăну хăмине курасчĕ...
Петр Николаевич çинчен, унăн пархатарлă ĕçĕсем пирки чарăнмасăр калаçма пулать. Апла пулсан унăн ячĕ чăваш çĕрĕ çинчи этемлĕхĕн асĕнчен çухалмĕ, унăн Айтар пек вăйлă, Айтар пек хăватлă ячĕ ăруран ăрăва куçĕ. Хăй çинчен çырнă йĕркесемпе те килĕшмесĕр тăраймăн: "Тăван халăхран ниепле те уйрăлаймарăм - чун-чĕреме ĕмĕрлĕхех Чăваш Республикипе çыхăнтартăм. Искусство ĕçне те, пьесăсем çырассине те медицинăпа пĕр танах хам ăшăмра ĕмĕр тăршшĕпех упрарăм..."
Елена ЛУКИНА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать