Тухтăр дипломне илсен те сцена ытларах илĕртнĕ
Чăваш эстрадин тĕнчинче хăйĕн çулне шыракан кашни пиллĕкмĕш юрăç Елчĕк тăрăхĕнчен пулнинчен тахçанах тĕлĕнме пăрахрăм ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен Патреккел шкулĕнче музыка вĕрентекен пысăк чунлă Геннадий Борисов ачасене тăван халăх юррине юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарать. Алина ВЫЙГЕТОВА та ун патĕнче вĕреннĕ. Канма пĕлменскер манпа чуна уçса калаçма икĕ ачине никампа та хăварма çукран пĕрле илсе килчĕ. Ача куллипе тулнă хваттерте Алинăпа калаçма çăмăлах пулмарĕ. Кашни пилĕк минутран амăшне пырса çулăхакан, вун-вун ыйту паракан 6 çулти Александрăпа, 4-ри Артемпа хутшăнма та тиврĕ.
- Алина, мăшăру шăмат кун та килте лармасть ав, ĕçе васкать. Пĕр-пĕрне хăваласа ÿсекен ачасене епле пăхса ĕлкĕретĕн?
- Халĕ вĕсем маншăн пĕрре те пĕчĕк мар. Çулталăк тултариччен йывăртарахчĕ. Хăйсене мĕн кирлине сăмахпа ăнлантараймаççĕ, лăплантарсан та чарăнми йĕреççĕ. Ыйхă тулман каçсем хыçра. Халĕ вĕсем кашăк тытса хăйсемех çиеççĕ, пĕрле выляççĕ. Алă-ура пушанчĕ. Халь ачасене те пăхса ĕлкĕретĕп, ашшĕпе хăварса концертсене юрлама та ирĕклĕнех каятăп. Хамăра хывнă вĕсем. Пирĕн çемьере пурте хура çÿçлĕ, тĕксĕм ÿтлĕ çуралнă. Эпĕ çеç сарă. Александра манăн йĕкĕреш хăраххине хывнă.
- Хăв йĕкĕреш хăраххи пулнипе тĕлĕнтертĕн. Санпа паллашнăранпа миçе хĕл лармарĕ-ши - çакна халĕ çеç пĕлтĕм. Малалла вулас...