Комментировать

12 Ноя, 2015

Арăмĕ харлаттарнипе Кĕçтук çывăраймасть

Тем пысăкăш каçару ыйтатăп сирĕнтен, хисеплĕ туссем. Ташук, уйрăмах эсĕ каçар мана. Вăт ĕненетĕн-и, çук-и - ним тума та вăхăт пулмарĕ. Санăн çырăвна хаçатра куртăм-ха эпĕ, вуласа тухсанах хуравлама ларнăччĕ. Ăнсăртран кĕмсĕрт тенĕ пек Казахстанран хăнасем персе çитрĕç. Вĕсем пур чухне çыру çырма-и? Пăсланса-мăкăрланса чупкаласа çÿрерĕм. Çынран юлас килмест - хаклăран та хаклă хăнасене патша шайĕнчех пăхас терĕм. Шутсăр тутлă çитертĕм инçетрен килнĕ çынсене. Аш-пăш тултарнă кукăльпе чĕлхе çăтса яричченех сăйланчĕç. Пĕр канăç та пулмарĕ.

Çук-ха, пĕрре те ÿпкелешместĕп, савăнатăп çеç. Кулса вилеттĕмччĕ. Аптăрамалла ку Казахстан хăнисемпе. Пирĕн килте - хура мунча. Ывăлсем çынсем пек чаплă йышшине лартма сĕнсен те ура тапса кăшкăрашрăм. Пыл сĕрсе парсан та кирлĕ мар мана ун пекки! Унран мунча шăрши кĕмест. Вăт ку, хури, чаплăран та чаплă. Ăшши-пăшшине парсан хăлха пĕтĕрĕнет. Хăнасем килсен тÿрех мунча хутма чупрăм. Вуттине самаях хурсан сывлама çук вĕри пулчĕ. Хайхи Казахстан хăнисем ай-уй тукаласа мунча кĕчĕç пулсан та килĕштерчĕç чăвашсенне. Малтан лапка айĕнчен те тухмарĕç-ха. Мана ним те мар - ик курка ăшши патăм эх! рехетлентĕм кăна. Пуç тÿпинчен сĕрĕм тухманни кăна. Уçăлма тухса лартăм кăна - лешсем мунчаран хуп-хура вирхĕнсе тухрĕç. Хăрасах ÿкрĕм. Унтан урайĕнче йăвалансах, хырăм тытсах ахăлтатрăм. Ара, вĕсем ман хыççăн лапка çине çапăнма хăпарса ларнă та вĕри чулсем çине пĕр витре шыв силленĕ. Кăмака тĕпнех çитнĕ. Тахçанчченех пĕр мунча кĕл вĕçрĕ. Аран çăвăнса тухрăмăр. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.