Архив - 7 Мар, 2018 - Çамрăксен хаçачĕ
Кил умĕнче – танксем
Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче икĕ танк вырăн тупнă! Хăраса ан ÿкĕр, чăннисем мар, юртан ăсталанисем. Вĕсене Анатолий Антонов хатĕрленĕ.
Т-90 тата ИС-3 маркăллă çар техникине ăсталама Анатолин мăшăрĕ ыйтнă. Кил хуçи интернетра картинăсем тишкернĕ. Кÿлепесене тума арçынна çемйипех пулăшнă. Танксем иртен- çÿрен кăмăлне çĕклеççĕ. Шел, кÿлепесем юр ирĕличчен çеç лараяççĕ.
Уяв тĕлне - 10 ача сачĕ
Шупашкар хула администрацийĕнче тунтикунхи канашлура «Вĕрентÿ аталанăвĕ» патшалăх проектне пурнăçа кĕртесси пирки калаçнă. Тĕп ыйту — шкул ÿсĕмне çитменнисем валли садикре вырăнсем хатĕрлесси.
Çĕршывра ача сачĕсем хăпартма бюджетран ытларах укçа уйăрма палăртнă. Чăваш Ене 1 млрд та 330 млн тенкĕ килĕ. Кăçал Шупашкарти «Çĕнĕ хула» тата «Соляное» районсенче садиксем çĕклеме пуçлĕç. 2018-2019 çулсенче 8 садик хăпартас ыйтăва тăратма кирлине палăртнă. Çакна йышăнсан тĕп хула 550 çул тултарнă тĕле çĕнĕ 10 ача сачĕ пулĕ. Унта 2 пин шăпăрлан çÿреме пултарĕ.
Ашшĕ те, алименчĕ те çук
Ырă кун пултăр, «Çамрăксен хаçачĕн» ĕçченĕсем! Эпир çемьепе сирĕн хаçата çырăнса илетпĕр. Питĕ интереслĕ статьясем пичетленеççĕ унта, çынсене пулăшу пани çинчен çыраççĕ, кашни эрнере питĕ кĕтетпĕр хаçат килессе.
Хальхи çамрăксем хут уйăрттармасăр пĕрле пурăнма хăнăхрĕç. Ача çуралнă хыççăн арçын хĕрарăма пăрахса хăварни сахал-и? Тĕрĕссипе, хамăн хĕрĕн шăпи канăç памасть. Камран пулăшу ыйтмаллине пĕлместĕп.
Интернат ачи шăлаваршăн та савăннă
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Лилия Говорова пилĕк ачана ура çине тăратать. Кил хуçи Виталий çемьене тăрантармашкăн кирек епле ĕçе пурнăçлама хатĕр. Арçын сварщикре тăрăшать. Говоровсем чаплă хваттерпе, пуянлăхпа мухтанаймаççĕ. Çавăнпах Лилия пилĕк уйăхри, çулталăк çурăри ачисемпе килте лараймасть. Хĕрарăм няня пулса ют ачасене пăхать, саккаспа тĕрĕ тĕрлет. 12-ри ывăлĕ шкулта вĕренет. Ун хыççăнхисем, 5-ри тата 3-ри шăпăрлансем, ача садне çÿреççĕ. 29-ти амăшĕн вăйĕ ăçтан тухса тăрать-ши? Юрать, тĕнче ырă çынсемсĕр мар.
Пикесене пĕчченлĕх хăратмĕ
Чăваш Енре миçе хĕр-хĕрарăм пурăнать-ши? Пурин валли те мăшăр çитет-и? Ытларахăшĕ ăçта вăй хурать? Пушăн 8-мĕшĕпе вĕсем мĕнле парне кĕтеççĕ? Уяв умĕн Чăвашстат республикăри хĕрарăмсен кĕске статистикине хатĕрленĕ.
2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 658 пин хĕрарăм пурăннă, хулара — 422 пин, ялта — 236 пин çын. Ĕçлеме пултарайманнисем — 18%, вăй хуракансем — 50%, çак ÿсĕмрен аслăраххисем — 32%. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕн вăтам ÿсĕмне те палăртнă: 41,8.