Ашшĕ те, алименчĕ те çук

7 Мар, 2018

Ырă кун пултăр, «Çамрăксен хаçачĕн» ĕçченĕсем! Эпир çемьепе сирĕн хаçата çырăнса илетпĕр. Питĕ интереслĕ статьясем пичетленеççĕ унта, çынсене пулăшу пани çинчен çыраççĕ, кашни эрнере питĕ кĕтетпĕр хаçат килессе.
Хальхи çамрăксем хут уйăрттармасăр пĕрле пурăнма хăнăхрĕç. Ача çуралнă хыççăн арçын хĕрарăма пăрахса хăварни сахал-и? Тĕрĕссипе, хамăн хĕрĕн шăпи канăç памасть. Камран пулăшу ыйтмаллине пĕлместĕп.
Хĕрĕм Комсомольски районĕн каччипе паллашрĕ. Вĕсем пĕрле пурăннине хирĕçлемерĕм. 2013 çулта пĕрремĕш ача çуралчĕ. Арçын пĕр çул ĕçлеме çÿрекелерĕ. Укçине нумай илсе килмесен те хĕрĕм ача валли япаласем илтерчĕ. 2015 çулта тата йыш хушрĕç вĕсем. Çĕртме уйăхĕнче ашшĕ пепкине ача çуратмалли çуртран илсе тухрĕ. Утă уйăхĕнче ĕçлеме тесе кайрĕ те каялла килмерĕ. Пĕр пус та парса пулăшмасть, ачисене курас тесе тăрăшмасть.
Халĕ хĕрĕм ачисемпе пирĕнпе пĕрле пурăнать. Комсомольски районĕнчи суд приставĕсенчен пулăшу ыйтса çырчĕ. Мăнуксен ашшĕ çулталăкра пĕр хутчен 5 пин тенкĕ ярса пачĕ. Унтанпа урăх нимĕнле сас-хура та çук. Явап тыттарма май çук-ши ăна? Пĕрремĕш мăнука ашшĕн хушамачĕпе çыртарнă, теприне — амăшĕннипе.
Çапла, хĕрĕм тата мăнукăмсем Комсомольски районĕнче нихăçан та пурăнман, пропискăра тăмаççĕ. Тен, çавăнпа суд приставĕсем нимĕнле мера та йышăнмаççĕ? Кирек ăçта пурăнсан та ашшĕн ачисене пăхмалла мар тенине пĕлтермест-çке ку. Ашшĕ ачисене хăйсен ялне, амăшĕ патне, илсе кайса кăтартман. Нимĕнле пулăшу та пама шухăшламасть.
Ачисем ÿсрĕç ĕнтĕ: асли — 4-ра, кĕçĕнни кĕçех 3 тултарать. Амăшĕ ачисене ялтан райцентра садике леçет. Хамăр енчен май пур таран пулăшатпăр, çапах ачасем ашшĕсĕр пулнишĕн чун ыратать. Амăшĕ предприниматель патĕнче лавккара ĕçлет, шалăвĕ пысăк мар, садик укçи те тÿлемелле, ачасем чирлеççĕ — эмел илмелле, çул укçи те нумай тăкакланать, япалисем те хаклă... Укçа ăçтан çитермелле? Ирĕксĕрех алимент шыраттарма тивет. Заявлени çырнăранпа 2 çул çитрĕ. Нимĕнле пулăшу та пулмарĕ. Кашни çул çырмалла-и заявление? Тата çакăн пек калаççĕ: 3 çул алимент тÿлемесен ăна çухалнисен шутне кĕртеççĕ те нимĕнле укçа та шыраса илеймеççĕ имĕш. Вăл çухалнине кура патшалăх ачасене пособи /ашшĕ вилнĕ чухнехи пек/ тÿлемест-и?
Ашшĕ-амăшĕ çуратнăшăн ачасем айăплă мар. Мĕншĕн вĕсен çити-çитми пурнăçпа ÿсмелле? Вĕсен те çынсен ачисем пек тумланас, хитре çÿрес килет. Шкула кайма вăхăт çитет кĕçех. Тата мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пулĕ! Ашшĕ пур çĕрте ачасем çурма тăлăх ÿсеççĕ. Ашшĕ тарса çÿрет, суд приставĕсем нивушлĕ ăна шыраса тупса явап тыттараймаççĕ? Вăл шик шăхăрса пурăнать, амăшĕн ачисене пĕччен мĕнле ура çине тăратмалла?
Темĕнле преступниксене те шыраса тупаççĕ, ачисемшĕн алимент тÿлемен куккук ашшĕсене шыраса тупаймаççĕ. Малалла та нимĕнле мера йышăнмаççĕ пулсан Раççейри телекăларăмсене çырупа тухма лекет пулĕ. Камран пулăшу ыйтмалла тата? Адвокатсем патне кайма укçа нумай кирлĕ. Укçи çитсе пымасть. Чирлесе кайма та пулать капла. Шухăшланипе çывăрайми пултăм. Эпир те ватăлса пыратпăр. Комсомольски районĕнчи В.Артемьевран мĕнле майпа алимент шыраса илмелле-ши?

Валентина.
Тăвай районĕ, Чутей ялĕ.

Валентинăн çырăвне Комсомольски районĕн прокуратурине, суд приставĕсен уйрăмне çитертĕмĕр. Артемьевран алимент шыраса илес тесе приставсем мĕнле ĕçсем пурнăçланине пĕлтерме ыйтрăмăр. Прокуратурăран çакăн пек хурав килчĕ.
«Комсомольски районĕн прокуратури Тăвай районĕнчи Валентина тĕлĕшпе янă сирĕн çырăва пăхса тухнă май çакă палăрчĕ: районти суд приставĕсен уйрăмĕ Артемьевран алимент шыраса илме ĕç пуçарнă. Унпа килĕшÿллĕн, пристав тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Вăл шутра çынна регистрацилекен органа, банка, кредит паракан организацисене ыйтса çырнă. Артемьев ăçта пурăннине тупса палăртас тĕллевпе тĕрĕслевсем ирттернĕ. Раççей тулашĕнчен вăхăтлăха тухса каймалла мар тунă тата ытти те.
Парăмçа суд йышăнăвне сăлтавсăрах пурнăçламаншăн административлă майпа явап тыттарнă. Унсăр пуçне ун тĕлĕшпе сăлтавсăрах темиçе хутчен те алимент тÿлеменшĕн уголовлă ĕç пуçарнă.
Артемьев пытанса пурăнать, хальхи вăхăтра вăл ăçта пулни паллă мар. Ăна шыраççĕ, уголовлă ĕçри тĕрĕслеве чарнă.
Суд приставĕсем хăйсен ĕçне йĕркеллех пурнăçланă, вĕсем тĕлĕшпе мера йышăнма сăлтав çук», — палăртнă çырура прокурор çумĕ Сергей Валерьянов.
Палăртмалла: Валентина «суд приставĕсем тĕлĕшпе» тесе ниçта та ыйтупа тухман. Вĕсен ĕçĕ тивĕçтермесен Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленине е пирĕн прокуратурăна шалăп çырма юрать.
Алимент шыраса илес тесен кашни çулах заявлени пама кирлĕ мар, пĕр хутчен çырни те çителĕклĕ: вăл ача 18 çул тултариччен е алимент илме пăрахиччен вăйра пулĕ.
Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчен çакăн пек хыпарларĕç:
«Артемьев пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнче суд йышăнăвне пурнăçласа 70 сехет юсанмалли ĕçре тăрăшрĕ. Эпир ăна ял тăрăхне хăтлăх кĕртекен пек ĕçе йышăнтăмăр. Чиперех ĕçлерĕ, хушнине пурнăçларĕ, пушар ДЕПОвĕ валли вутă татса çурчĕ. Ялта вăл тахçантанпах курăнман, çулла килсе кайнă тенине илтрĕмĕр. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.