Комментировать

7 Мар, 2018

Интернат ачи шăлаваршăн та савăннă

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Лилия Говорова пилĕк ачана ура çине тăратать. Кил хуçи Виталий çемьене тăрантармашкăн кирек епле ĕçе пурнăçлама хатĕр. Арçын сварщикре тăрăшать. Говоровсем чаплă хваттерпе, пуянлăхпа мухтанаймаççĕ. Çавăнпах Лилия пилĕк уйăхри, çулталăк çурăри ачисемпе килте лараймасть. Хĕрарăм няня пулса ют ачасене пăхать, саккаспа тĕрĕ тĕрлет. 12-ри ывăлĕ шкулта вĕренет. Ун хыççăнхисем, 5-ри тата 3-ри шăпăрлансем, ача садне çÿреççĕ. 29-ти амăшĕн вăйĕ ăçтан тухса тăрать-ши? Юрать, тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Ачасене валли тумтир çитмесен, вылямашкăн тетте çук чухне Лилия камран пулăшу ыйтмаллине пĕлет.
«Эпир, Говоровсен нумай ачаллă çемйи, сирĕнтен пулăшу кĕтетпĕр. Кĕçĕн ывăл валли сăпка тупайсан тем пекех тав тунă пулăттăмăр», — çакнашкал ыйтса çырнă Лилия ырă тăвакансен Шупашкарти обществин ячĕпе. Волонтерсем нумай ачаллă çемьене кĕттермен. 2 эрнеренех кĕтнĕ сăпкана илсе çитернĕ. Çав кун Говоровсемшĕн уява çаврăннă. Юхăм волонтерĕсем аслисем пирки те манман — çемçе теттесемпе кĕнекесем парнеленĕ.

 

Шухăш пĕр кунра çуралман

Ырă тăвакансен Шупашкарти обществи республикипех паллă. Хастарсем Çĕмĕрлери, Кÿкеçри хевтесĕр ачасен интернат шкулне, ваттисен çурчĕсене, Улатăрти социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене тата ытти вырăна çитеççĕ.
Ĕçĕ-хĕле йĕркелесе тăраканĕ — Роман Родионов. Общество апатланăвĕн технологне вĕренсе тухнăскер профессийĕпе ĕçлеймен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче столовăйсенче шалăва вăхăтра тÿлеймен. Каччă ура çине тăма ăнтăлнă. Çавăнпах пластик чÿречесен производствине пырса лекнĕ вăл. Роман Михайлович общество ĕçĕнче ялан хастар пулнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сцена пултарулăхĕнче палăрнă, театр ăсталăхĕн ĕçне хутшăннă. Унта кÿмепе çÿрекен инвалидсем те çÿренĕ, тĕрлĕ роле калăпланă. Хевтесĕр çынна театр мастерскойне çитесси — чĕр нуша. Çакна курнă Роман хăй тĕллĕн утайман йĕкĕте пулăшма пуçланă. Репетици умĕн ун патне çитнĕ, подъездран илсе тухнă. Унтан киле ăсатнă. Общество ертÿçи çав вăхăта хаваслăн аса илет. Мельпомена тĕнчипе кăсăкланнă çамрăксем пьесăсене сÿтсе явнă, сăнарсене пайланă. Шел, пĕр постановкăна та сцена çине кăларайман. Çапах та сусăрсемшĕн килтен тухни, çынпа хутшăнни те пысăк савăнăç пулнă.
Пĕррехинче Роман Михайлович республикăри пĕр больница çумĕнчи хосписа тăванĕ патне кайнă. Кинемейсемпе мучисен реабилитаци валли кирлĕ хатĕрсем пулманни унăн чунне ыраттарнă. Чирлĕ, никама кирлĕ мар ватăсем вырăн çинчен тăрайман. Пурнăç тĕллевне çухатнăскерсен куçĕнче хăрушă тунсăх палăрнă. Роман больница заведующийĕ патне пынă та: «Сирĕн транккай /ходули\ çук-им?» — тесе ыйтнă. Хĕрарăм хуравлас вырăнне ăнланмасăр тинкернĕ. «Ку çынпа сăмахлани усси çук», — терĕм те пăрăнса иртрĕм», — аса илет вăл. Киле çитсенех юлташĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе çыхăннă, хосписра курни-илтнине каласа кăтартнă. Тĕлĕнмелле те, укçа хăвăртах пухăннă. Ходункие тата ытти хатĕре Мускавра туяннă, Шупашкара илсе çитернĕ.
Ыр кăмăллăх ушкăнне йĕркелесе ярас шухăш пĕр кунра çуралман. Ача-пăча интернатĕнче пулнă хыççăн Романăн каллех чунĕ вырăнтан хускалнă. Кĕçĕн ÿсĕмрисен тумтир, атă-пушмак пулман. Арçынна пĕр ыйту канăç паман: «Мĕншĕн?» Укçа-тенкĕ тăкакламасăрах пулăшма пулать-çке вĕсене. Киле çитмелле те çÿлĕксенче выртакан тумтире çавăрса пăхмалла. Тăхăнман, анчах тирпейлĕ те çĕнĕ япала кашнинех пур. Нушана лекнисем валли тумтир пухнине пĕлтерсе çыртăм», — каласа кăтартать Роман Михайлович. Иккĕленÿ пулнă — палламан çынна кам шантăр? Пулăшакансем тупăнĕç-ши? Пĕри хутаç йăтса çитнĕ, иккĕмĕшĕ, виççĕмĕшĕ... Хваттерти балкон тумтирпе тулнă, пÿлĕмре те тăвăрланнă. Роман Михайлович хваттер тара тытнă та ырă тăвакансен Шупашкарти обществин ĕçне пуçарнă. Унти волонтерсен йышне палăртма çук. Пĕри çăмăл автомашинăпа япала кÿрсе килет, тепри тумтире уйăрма пулăшать... Ытларах чухне вĕсем республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене тухса çÿреççĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем «штаба» хăйсем çитеççĕ е килне пыма ыйтаççĕ.

Çÿлĕк çинче — шăтăк пушмаксем

Обществăна пулăшу ыйтса çыракан чылай. Роман Михайлович опека органĕсемпе çыхăнать, çемье пирки ыйтса пĕлет. Акă пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчи çыруран: «10 ача амăшĕ больницăра выртать, тепĕр хут çăмăлланма хатĕрленет. Команда ăна пулăшаять-и?» Роман Михайлович çыру йĕрĕпе кайнă. Акă мĕн пĕлнĕ вăл: «Çемьери ачасене пурте хăйсем кун çути парнеленĕ. Упăшки пур. Мускавра ĕçлет, пурасем тăвать. Анчах арçынна икĕ уйăх шалу тÿлемен. Шкулта, ача садĕнче апатланнăшăн парăм ÿсет. Хуçалăх пур, çапах туса илнĕ пахча çимĕç çитмест. Ашшĕ хăйне алăра тытаймасть — эрех ĕçкелет. Ачисем маттур: лайăх вĕренеççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ». Кил хуçи арăмĕпе калаçнă хыççăн вăл çемьене мĕнпе пулăшмаллине палăртнă. Социаллă учрежденисемпе те çавнашкалах. Курупкасем тиесе киличчен Роман Михайлович вырăна çитет, ертÿçĕсемпе калаçать. Вĕсене мĕн кирлине тĕпчесе пĕлет. Пĕррехинче вăл пĕр ача- пăча учрежденине пулăшу сĕнсе шăнкăравланă. Заведующий çемçе диван, холодильник, микрохумлă кăмака ыйтнă. Роман Ми-хайлович тумтир пирки асăнсан япала туллиех пулнине палăртнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.