Пикесене пĕчченлĕх хăратмĕ
Чăваш Енре миçе хĕр-хĕрарăм пурăнать-ши? Пурин валли те мăшăр çитет-и? Ытларахăшĕ ăçта вăй хурать? Пушăн 8-мĕшĕпе вĕсем мĕнле парне кĕтеççĕ? Уяв умĕн Чăвашстат республикăри хĕрарăмсен кĕске статистикине хатĕрленĕ.
2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 658 пин хĕрарăм пурăннă, хулара — 422 пин, ялта — 236 пин çын. Ĕçлеме пултарайманнисем — 18%, вăй хуракансем — 50%, çак ÿсĕмрен аслăраххисем — 32%. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕн вăтам ÿсĕмне те палăртнă: 41,8.
15-35 çулсенчи пикесен ĕмĕре пĕччен ирттересси пирки пăшăрханмалла мар: 964 хĕре 1000 каччă килет. 37 çултан пуçласа хĕрарăмсен йышĕ пысăкланать /1000 хĕрарăма — 996 арçын/, 75 çул тултарнисен тата аслăраххисен йышĕ вара тăрук икĕ хут чакать. Пĕтĕмĕшле республикипе 1000 арçынна 1139 хĕрарăм тивет.
Татьяна Овсиенко шăрантаракан паллă юрра ас тăватăр-и? Хĕрарăм телейĕ пиркиччĕ вăл. Юрăри сăмахсем чăнлăхпа пĕр килеççĕ: çумра тĕреклĕ, шанчăклă, пурнăç тумалли арçын пурри хĕрарăмшăн — чăн телей. 2017 çулта Чăваш Енри ЗАГС органĕсенче 7170 çемье пĕрлешнĕ. Качча тухакан пикесен 76% пĕрремĕш хут çемье çавăрнă. Хĕрсен 34% — 20-24 çулсенче, 28% — 25-29 çул-сенче, 30-34 çулсенчисем вара 14%.
Хĕр-хĕрарăмсем те арçынсемпе тан вăй хураççĕ, килте лармаççĕ, ĕçе çÿреççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, 2017 çулта 290 пин ытла хĕр-хĕрарăм экономика тытăмĕнче тăрăшать. 13 пинĕшĕ — ниçта та ĕçлемест. Кун йышшисем республикăра — 4,3%. Хуларисем ытларах /4,9%/, ялта пурăнакансенчен вара 3,2%. Ытларах хăш енĕпе вăй хураççĕ пикесем? Арçынсемпе танлаштарсан хĕрарăмсенчен нумайăшĕ халăха апат-çимĕçпе тивĕçтерекен предприятире тата хăна çурчĕнче /86%/, сывлăх сыхлавĕ енĕпе тата социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисенче /83%, вĕрентÿ тытăмĕнче /79%/ тăрăшаççĕ. Финанс тата страховани ĕçĕнче те чылаййăн: 76%. Культура, спорт, усăллă кану йĕркелес тытăмра — 73%. Профессионал, наука тата техника енĕпе те ăста хĕрарăмсем, вĕсен 66% çак тытăмсенче вăй хурать. Суту-илÿ, автотранспорт тата мотоциклсене юсас ĕçре те маххă памаççĕ — 65%. Информаци тата çыхăну енĕпе тăрăшакансем — 60%.
Парнесĕр епле уяв пултăр-ха? Этемлĕхĕн вăйлă çуррин çăмăл мар ыйтăва татса памалла. Арçынсене хĕр-хĕрарăмсен кăмăлне тивĕçтерме республикăри суту-илÿ çурчĕсем пулăшĕç. Алă ĕçпе аппаланакана, паллах, çĕвĕ машини савăнтарĕ /хакĕ — 8846 тенкĕ/. Юратнă парфюм кунĕпех кăмăла çĕклĕ /100 милиллитрли — 1371 тенкĕ/. Хальхи пурнăçпа тан утакан пикене кирлĕ аксессуарсенчен пĕри — алла çыхмалли сехет /1397 тенкĕ/. Малалла вулас...