Архив - Авг 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

Август 24th

24 Авг, 2017

Универсиадăра палăрнă

Тайваньте Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада иртет. Чăваш Ен чысне унта виçĕ спортсмен хÿтĕлет: Владислав Поляшов, Евгения Шелгунова, Дарья Спиридонова.

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче хĕрарăмсен командисем спорт гимнастики енĕпе ăмăртнă. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди унта пĕрремĕш вырăна тухнă. Çак йышра Чăваш Ен хĕрĕсем те — Евгения Шелгуновăпа Дарья Спиридонова — пулнă.

24 Авг, 2017

Грант укçипе — кинозал

Етĕрне хулинче пурăнакансем куншăн питĕ савăннă. Çĕнĕ кинозал иртнĕ эрнере уçăлнă. Кăçал Етĕрне районĕ Кино фончĕн конкурсне хутшăнса 5 миллиона яхăн тенкĕ грант çĕнсе илнĕ, шăпах çав укçапа хута янă та ăна. Нухратпа кинопроектор, цифра тата сасă оборудованийĕсене, 3D фильм кăтартмалли киноэкран туяннă.

24 Авг, 2017

Çĕнĕ шкул алăкне уçĕ

Шкул ачисемшĕн лайăх хыпар ку. Шупашкарти Гладков урамĕнчи шкул çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене кĕтсе илмешкĕн хатĕр. Кун пирки хула администрацийĕнче иртнĕ планеркăра пĕлтернĕ.

24 Авг, 2017

Суккăр ачасем валли аудиоспектакль хатĕрлесшĕн

Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри студентсен хушшинче иртнĕ «Культура тытăмĕнчи чи лайăх проект» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Жюри 58 ĕçрен 6-шне кăна суйланă.

Август 17th

17 Авг, 2017

Андрей Думилин текех хусах мар

Кашни кун мĕнпе те пулин тĕлĕнтерет. Акă Раççейри паллă журналист Андрей Малахов декрет отпускне кайнă. Чим-ха, Чăваш Енри çăлтăрсем мĕнле пурăнаççĕ- ши? Вĕсен пурнăçĕнче мĕн çĕнни пулса иртнĕ?

17 Авг, 2017

Кам айăплă?

Канмалли кун тăван яла аттепе анне патне кайма тухрăм. Вокзала çитсен билет туянмашкăн касса умне пытăм. Халăх кăткă пек унталла та кунталла хĕвĕшет. Билет туянтăм та автобус чарăнакан вырăна пытăм. Çамрăкки те, аслăраххисем те, ваттисем те, амăшĕ пулма хатĕрленекенсем те, пĕчĕк ачапа çула тухакансем те автобуса кĕтсе черет тăчĕç. Билет çинче вырăнсене палăртман. Çулĕ çывăх маррине шута илсен пурин те ларса каяс килет.

Страницы