Комментировать

24 Авг, 2017

Çĕнĕ шкул алăкне уçĕ

Шкул ачисемшĕн лайăх хыпар ку. Шупашкарти Гладков урамĕнчи шкул çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене кĕтсе илмешкĕн хатĕр. Кун пирки хула администрацийĕнче иртнĕ планеркăра пĕлтернĕ.

Пĕлÿ çуртĕнче монтаж ĕçĕсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Шкул патшалăх аккредитацийĕн свидетельствине, вĕренÿ ĕçне пуçăнма май паракан лицензие илнĕ. Унта хальлĕхе 61 çынна ĕçе йышăннă. Вĕсенчен 46-шĕ — вĕрентекен, 5-шĕ — техника персоналĕ. Тепĕр 4 учительпе 12 персонал илме палăртнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен 33 класс уçăлĕ, шкула 950 ача çÿрĕ, вĕсенчен 215-ĕшĕ парта хушшине пĕрремĕш хут ларĕ. Шкулта хальлĕхе 1-8-мĕш классем çеç вĕренĕç. Аслă классем çитес çултан çеç пулĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.