Суккăр ачасем валли аудиоспектакль хатĕрлесшĕн
Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри студентсен хушшинче иртнĕ «Культура тытăмĕнчи чи лайăх проект» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Жюри 58 ĕçрен 6-шне кăна суйланă.
Тупăшăва Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студентки Ирина Святскова та хутшăннă. Унăн ĕçне жюри чи пысăк хак панă: вăл 1-мĕш вырăн йышăннă. Пике чăваш халăхĕн юмахĕсемпе халапĕсене аудиоспектакле çыртарасшăн. Вĕсемпе куç курман ачасем, тĕрлĕ регионти чăваш диаспорин представителĕсем паллашма пултарĕç. «Манăн сусăр ачасемпе тăтăшах хутшăнма тÿр килет. Çавна май суккăр ачасем чăваш юмахĕсен паттăрĕсене, сăмахран, Улăппа Асамата, пĕлменни палăрчĕ. Шăпах çавăн чухне çÿлерех асăннă проекта пурнăçлас шухăш çуралчĕ те. Юмахсене чăвашла тата вырăсла вулĕç. Мĕншĕн аудиоспектакль-ха? Ку — куç курман ачасене наци литературипе паллаштармалли пĕртен-пĕр мел. Аудиоформатпа е Брайль шрифчĕпе хатĕрленĕ юмах-халап çитĕннисем валли кăна. Кунсăр пуçне пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, чикĕ леш енче чăваш диаспорисем пур. Тăван чĕлхепе çыртарнă аудиокĕнекесем вĕсене чăваш культурипе çывăхрах паллашма май парĕç. Халапсене çыртармашкăн сывлăх енчен хавшак ачасем хутшăнĕç, вĕсен конкурс витĕр тухма тивĕ», — ăнлантарнă библиотека ĕçĕн менеджерĕн специальноçне алла илекен Ирина.
Палăртса хăварам: конкурса йĕркелекенсем ăна кашни çул ирттерме, çĕнтерÿçĕсене грант парса хавхалантарма калаçса татăлнă.